Йӑла-йӗрке хӑватне, илемне тата пуянлӑхне кӑтартса панӑ

Республика кунӗ тӗлне Наци музейӗ регион Правительстви пулӑшнипе "Чӑваш Ен. Улӑп еткерлӗхӗ" кӗнеке-альбом кӑларнӑ. 

Чӑваш Ен ҫине урӑх куҫпа пӑхма, пурте пӗлекен вырӑнсене хамӑр валли ҫӗнӗрен уҫма. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ кӗнекене хатӗрлекенсем. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Республика тӑрӑх ҫул ҫӳреме пулӑшакан кӑларӑма хӑйнеевӗрлӗ, хальччен ниҫта та пичетленмен сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Проекта 33 фотограф хутшӑннӑ. 

Чуна тыткӑнлакан вырӑнсем, ӑнсӑртран ӳкерсе илнӗ сӑнсем, тӗссен пуянлӑхӗ. Кӗнеке страници ҫинчи илеме куҫпа курас килсе каять. Кӑларӑмра ахаль туристсен - Абаканра тата Йошкар-Олара пурӑнакансен сӑн ӳкерчӗкӗсем те вырӑн тупнӑ. Тӗрлӗ ведомствӑпа предприятисем, хаҫат-журнал редакцийӗсем, хула администрацийӗ те хӑйсен архивӗсене тишкерсе тухнӑ. Ҫапла майпа кӗнеке-альбома 240 сӑн ӳкерчӗк кӗнӗ. Музейра ӗҫлекен Елена Гальперина, Оксана Иванова, Александр Яковлев вара текстшӑн яваплӑ пулнӑ. Чӑваш Ен пирки вулама кӑсӑк пултӑр тесе тӑрӑшнӑ вӗсем. Кӗнеке 6 пайран тӑрать. Кашниех Улӑп паттӑр пирки ҫӳрекен халап сыпӑкӗнчен пуҫланать. Вӗсене паллӑ дизайнер Дарья Степанова тунӑ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Кӗнеке-альбом пин экземплярпа пичетленсе тухнӑ. 

Диана Иванова, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов