Ял тухтӑрӗ, учителӗ, халӗ тата культура ӗҫченӗ те

Раҫҫейре ялта пурӑнса профессипе тӑрӑшма хатӗррисене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Чӑваш Енре "Земство культура ӗҫченӗ" программӑпа кӑҫал 7 специалиста ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Кашнинех 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. Ҫак укҫапа хӑйсене кирлӗ пек усӑ курма пултараҫҫӗ вӗсем. Йӗрке тӑрӑх, килӗшӳ тунисен 5 ҫул ӗҫлемелле. 

Ҫӗнӗ специалистсемпе Культура министрӗ Светлана Каликова паллашрӗ. Кашнин аллинчех культура тытӑмӗнче ӗҫлеме ҫул уҫакан диплом. Хӑшӗ-пӗри алла нумай пулмасть документ илнӗ, ҫак тытӑмра паха опыт пухма ӗлкӗрнисем те пур. Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Курганти ҫамрӑксем те Чӑваш Енри ялсене куҫма кӑмӑл тунӑ. Культура училищинче вӗреннӗ, 12 ҫул методистра тӑрӑшнӑ Евгений Кудрявцев, сӑмахран, Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Хапӑсри клуб ӗҫ-хӗлне чӗртсе тӑратӗ. Юлашки вӑхӑтра ку ялти культура вучахне ялкӑштаракан пулман тесен те юрать. 

Ял тӑрӑхне килекен специалистсем валли тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Музейсене, ӳнер шкулӗсене, клубсене ӗҫе кӗнисене пурне те ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ е тӗпрен юсанӑ ҫуртсенче кӗтсе илӗҫ. 

"Ялти культура ӗҫченӗ" программӑпа ҫавӑн пекех Шуршӑлти космонавтика музейӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗмӗрлери ӳнер шкулӗсенче ҫамрӑксем ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енре культура тытӑмне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫакӑ ялсенче пулса иртекен улшӑнусенче те палӑрать. 

Ҫитес ҫул "Земство культура ӗҫченӗ" программӑпа Чӑваш Енри ялсенчи культура тытӑмне тепӗр 20 специалистпа тивӗҫтермелле. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов