Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫат тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ  

Унӑн пӗрремӗш номерӗ 1930-мӗш ҫулта чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унтанпа 12 пине яхӑн кӑларӑм хатӗрленӗ ӗнтӗ.

Паян "Ҫӗнтерӳ ҫӳлӗ" эрнере икӗ хут тухакан пӗртен-пӗр район хаҫачӗ. Кунта типографине те сыхласа хӑварма пултарнӑ. Редакцире 10 ҫын - редакторсемсӗр пуҫне, дизайнер, менеджер, водитель тата пичет продукцине асӑрхаса тӑракан. Унсӑр пуҫне хаҫатпа 20 ытла обществӑлла корреспондент ҫыхӑну тытать. "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" виҫӗ пин ытла тиражпа тухать. Унсӑр пуҫне редакци ӗҫченӗсем интернетра та хастар.

Вероника Павлова