Вӑл пухнӑ халӑх сӑмахлӑхне халӗ те пичетлесе пӗтермен

Тӑван халӑхӑн ытарайми фольклорӗн пуянлӑхне пухса тӗпченӗ Иван Патмар ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра асӑну каҫӗ иртрӗ.

Иван Патмар чӑваш халӑхӗшӗн туса хӑварнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетсе хак пама пирӗн ӑру ӗлкӗрӗ-ши? Тен, ҫук та. Мӗн-ма тесен халӑх сӑмахлӑхӗн управҫи пухса хӑварнӑ ӗҫсен чылай пайӗ паян кун та пичетленеймен-ха. Ывӑлӗ - Эдисон Патмар каланӑ тӑрӑх, ашшӗн ал ҫырӑвӗсем халӗ те купи-купипех выртаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех вӑл 10 пин тупмалли юмах, халӑх ӑслӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗрен каларӑшпа халиччен никам тӗпчемен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене чылай пухнӑ. Иван Анисимовича тӑван ялӗнчи - Трак тӑрӑхӗнчи Яманакри шыв арманӗн тӗп планӗ те кӑсӑклантарнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн тӗнчекурӑмне ӑнланас тесе нумай тӑрӑшнӑ. Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ кӑларнӑ "Улӑп" эпос валли те чылай ӑслӑлӑх пухнӑ.

Халӑх тӑнӑҫлӑхне тӗпчесе ялти хресчен хуҫалӑхӗнчи пурлӑхпа та касӑкланма вӑхӑт тупнӑ Патмар. Хӑйнеевӗр кашни ал ҫырӑвне истори валли упраса хӑварнӑ.

Иван Патмар пур ӗҫре те патвар пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен вӑл икӗ "Хӗрлӗ ҫӑлтӑр" орденӗпе тата ытти медальсемпе таврӑннӑ. Унтан Шупашкарти счетоводсен курсӗнче ӑс пухнӑ, Пӗтӗм союзри юридици институтне пӗтернӗ. Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн штатра тӑман ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, "Чӑваш коммуни" хаҫат корреспонденчӗ пулнӑ. Ҫуралса ӳснӗ Красноармейски тӑрӑхӗнче гражданла хӳтӗлев штабне те ертсе пынӑ. Уйрӑмах халӑх сӑмахлӑхне пысӑк тимлӗх тунӑ.

Ҫавах та, ашшӗн ӗҫне пултаруллӑ ывӑлӗ малалла тӑсать. Эдисон Иванович хӑй те ҫыравҫӑ ӗҫӗнче тӑрмашнӑ май ӗлӗкхи ал ҫырӑвӗсене те майпен-майпен кун ҫути кӑтартса пырать.

Эдисон Иванович халӗ ашшӗн кун-ҫулне пӗтӗмлетсе "Йышӑнман гений" ятла ҫӗнӗ кӗнеке кӑларма хатӗрленет.

Вӑхӑтӗнче тивӗҫлипе хаклайман ентешӗн мухтавлӑ ятне ҫулсем иртнӗ май чӑваш халӑхӗ ытларах та ытларах хисеплеме пуҫларӗ. 2014-мӗш ҫулта халӑх сӑмахлӑхне аталантаракансене чыслас тӗллевпе Иван Патмар ячӗпе обществӑлла преми те ҫирӗплетнӗ. Паянхи кунччен ӑна 30-а яхӑн ҫын тивӗҫ пулнӑ. Вӑл йышра ытти ҫӗршыв ӑсчахӗсем те пур. Асӑну каҫӗнче Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн йышӑнӑвӗпе черетлӗ наградӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Раиса Васильева тата Елизавета Долгова ҫыравҫӑ тивӗҫрӗҫ. 

Алексей Енейкин