Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем классика пулса тӑнӑ

Лир Патша тата Арбенин, Отелло тата Богдан Хмельницкий - унӑн театр сцени ҫинчи, кинори сӑнарӗсем классика пулса тӑнӑ. Етӗрнере ҫуралса ӳснӗ паллӑ актер Николай Мордвинов кун ҫути курнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Вырӑс драма театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫтешӗн ҫавраҫулӗ умӗн артистӑн тӑван кӗтесӗнче пулса курчӗ. 

Николай Мордвинов ҫак ҫуртра купсасен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл пӗтӗмпех пӗлесшӗн ҫунакан ача пулнӑ, гимназире физика предметне кӑмӑлланӑ, ӳкерме юратнӑ. Аслӑ классенче чухне пуҫӗпех литература тӗнчине путнӑ, пӗрремӗш хутчен хӑйӗн актер ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Етӗрнери шкул та, ҫурт та паян паллӑ ентеш сӑнарне упрать. Революци хыҫҫӑн Мордвиновсен пурлӑхне патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарнӑ, 1920-мӗшӗнче Николая Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑратнӑ. Унта та артист пултарулӑхӗ палӑрма пӑрахман. Салтака драма кружокӗнчи суфлер тивӗҫне шанса панӑ. Каярах - Юрий Завадский театр студийӗ. Моссовет ячӗллӗ театр сцени ҫине вара 40 ытла ҫул тухнӑ. Унӑн сӑнарӗсенчен кашни урӑхла, хӑйнеевӗрлӗ. Литературӑри Лир Патша, Отелло, е Берияпа Котовский ролӗсем - пурте чӗрене тивмелле тӗлӗнмелле. Аслӑ маҫтӑр ячӗпе вырӑс драма театрӗн актерӗсем "Артисту широких горизонтов посвящается" ятпа ятарлӑ акци те ирттернӗ. Николай Мордвиновӑн ҫак ҫурчӗ 2008-мӗш ҫулта музей пулса тӑнӑ. Ӑна архив докуменчӗсемпе тата харпӑр хӑй япалисемпе пуянлатма тӑванӗсем, Мускаври ӗҫтешӗсем пулӑшнӑ. Музей пиртен аякках та кайман истори варкӑшӗпе тулнӑ. 

Тӑван культурӑри пӗлтерӗшлӗ ятпа ҫыхӑннӑ уяв ӗҫ-пуҫӗн ярӑмӗ пуҫланать кӑна-ха.  Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Вырӑс драма театрӗнче Моссовет ячӗллӗ Театр артисчӗчен пултарулӑх каҫӗ иртет. Сцена ҫине Николай Мордвинов витӗмӗпе аталаннӑ харӑсах артистсен 2 ӑрӑвӗ тухӗ. Юпа уйӑхӗнче вара Шупашкарта Николай Мордвинов ячӗллӗ регионсем хушшинчи "Волжская премьера" 2-мӗш театр фестивалӗ иртет. Ҫавӑн тӗлне ҫӗршыври 3 регионти коллективсем ҫӗнӗ спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Пирӗн драма театрӗ уйрӑм постановка - Михаил Лермонтовӑн "Маскарадне" лартма палӑртнӑ. Ку вӑл актер ӑсталӑхне чыс туниех. Мӗншӗн тесен паянхи кунччен Арбенин сӑнарне Николай Мордвинов пек калӑплани пулман.

Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Борис Андреев