Тутарстанри Сиктӗрмере Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗ текех пушӑ пулмӗ

Унта Чӑваш халӑх поэтне асӑнса авалхи евӗр ҫӗнӗ пӳрт лартаҫҫӗ. Кайран унта музей пулӗ.

Ку вырӑнта тахҫан малтан Петӗр Хусанкай пурӑннине ҫак чул ҫинчи плитана вуласа пӗлме пулать. Ӑна вырнаҫтариччен поэт ҫурчӗ пулнӑ тӗле килен-каян ҫак ятарласа лартнӑ чӑрӑш тӑрӑх пӗлнӗ. Ҫывӑхри хыр йывӑҫӗ вара кунта сӑвӑҫ пурӑннӑ чухнех ӳснӗ. Сиктӗрме ялӗн мухтавлӑ ҫынни Иван Казанков Петӗр Хусанкая та, вӑл пурӑннӑ ҫурта та аван ас тӑвать. Тӑван ялне хӑтлӑх кӳрессинче ырми-канми тӑрӑшаканскер аслӑ поэт ҫуртне те ҫӗнетмеллех тесе шутлать. Кунта халӗ никӗс ярса ӗлӗкхи ҫурта аса илтерекен кивӗ пура лартнӑ. Ӑна кӑҫалах туса пӗтерсе пӳртре Хусанкай музейне уҫма палӑртаҫҫӗ.

Алексей Енейкин