Ҫӗнӗ ӗмӗре кӗнӗренпе умлӑ-хыҫлӑ пӗр сиктермесӗр 14 ҫул "Уяв" йӗркелесе ирттернӗ хыҫҫӑн нурлатсем ҫак эстафетӑна вӑхӑтлӑха аксусемпе сиктӗрмесене панӑччӗ. Халӗ вара каллех Нурлат ҫӗрӗ ҫинче чаплӑран та чаплӑ "Уяв" кӗрлерӗ.
Тӑван халӑх юрри-ташшипе киленсе пурӑнма хӑнӑхнӑ ентешсем уявшӑн мӗнлерех тунсӑхласа ҫитни сӑмахсӑрах куҫкӗрет.
Уява мӗн ӗлӗкрен ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен Питравччен паллӑ тунӑ. Ваттисен халалне асла хурса мӑчаварсем ҫут ҫанталӑкпа ҫӗр аннемӗр умӗнче пуҫ тайса Турӑран ӑнӑҫлӑ тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ, пулас ӑрусемшӗн сывлӑх ыйтнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленине кура ҫамрӑксем вӑййа тухса савӑннӑ. Тӗп тӗллев - хӗрсемпе каччӑсене пӗр-пӗринпе туслаштарса мӑшӑрлантарасси пулнӑ. Ҫапла майпа ҫемьесенче те йыш хушӑнса пынӑ. Уяв кунӗ кунта чӑнласах ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртанчӗ. Ҫамрӑк мӑшӑра ҫак пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ пулӑмпа Тутарстанпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗсем саламларӗҫ.
Рустам Миннихановпа Олег Николаев пирӗн халӑхӑн йӑла-йӗркин пуянлӑхне кӑтартакан лапамсемпе паллашрӗҫ. Ҫар операцине пулӑшакансемпе тата ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ паттӑрсемпе калаҫрӗҫ. Унтах салтак пӑттипе сӑйланса чӑваш халӑх чунне палӑртакан уяв илемӗпе киленчӗҫ.
Куҫа тыткӑнлакан уяв лапамӗнче артистсем халӑхӑн ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пынӑ юрри-ташшин пуянлӑхне кӑтартрӗҫ. Каччӑсене салтака ӑсатнине, вӑрҫӑран ҫӗнтерӳпе таврӑнакан арҫынсене ял-йыш епле кӗтсе илнине сӑнларӗҫ. Пухӑннисене кӑмӑла ҫӗклекен юрӑ-кӗвӗпе, ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Регионта халӑхсен культурине аталантарма халӗ пур майсем те пур. Тутарстан Пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов "Уяв" кашни ҫулах вӑйланса, юлташсемпе пуянланса пынине каларӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ тахҫанах нумай нациллӗ регионшӑн культура символӗсенчен пӗри пулса тӑнине палӑртрӗ. Чӑвашсене чӑвашла саламларӗ.
Республикӑсен туслӑхӗ ҫапла ҫирӗпленсе пыни - тӑванлӑ халӑхсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме май паракан никӗспе танах. Ҫакӑ йӑла-йӗркепе пӗрлех чӗлхесене упраса хӑварассинче те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Уяв халӑхне Чӑваш Ен ертӳҫипе Нурлат районӗн пуҫлӑхӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи, Николай Гаврилов Раҫҫей паттӑрӗ саламларӗҫ. Тӑван халӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ентешсене чысларӗҫ. Унтан пурте пӗрле уяв картине тӑчӗҫ.
Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче хальхи вӑхӑтра 100 пин ытла чӑваш пурӑнать. Уйрӑмах вӗсем Атӑлпа Кама тӑрӑхӗнче ҫирӗп тымар янӑ.
Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫра Уяв пикине те палӑртрӗҫ. Конкурса 13 хӗр хутшӑнчӗ. Йӗкӗтсем вара така ҫӗнсе илессишӗн кавир ҫинче пиҫиххирен тытса кӗрешрӗҫ.
Ҫаран тулли халӑха регионти чылай район-хуларан, ҫавӑн пекех Чӑваш Енпе Пушкӑртстан, Чӗмпӗр, Самар тата Пенза тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем, ятлӑ-сумлӑ юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ. Ҫитес вӑхӑтрах Тутарстан ҫӗрӗ тӗрлӗ енчи йӑхташӑмӑрсене черетлӗ чаплӑ уява пухӗ.
Алексей Енейкин