Тутарсем патӗнче хӑнара

Шупашкарта тутар халӑхӗн йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштаракан курав уҫӑлчӗ. Вӑл Чӑваш тӗррин музейнче ӗҫлет. 

Курава тутар юррисен "Ялкын" ансамблӗ уҫрӗ. Икӗ кӳршӗллӗ халӑх ӗмӗр килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна "Тутарсем патӗнче хӑнара" ятпа йӗркеленӗ экспозици те ҫирӗплетсе парать. Кунти экспонатсене Елабугӑри патшалӑх музей-заповедникран илсе килнӗ. Залта 270 ытла тӗрлӗ япала вырнаҫтарнӑ. 

Уява Елабугӑри патшалӑх музейӗн ертӳҫин ҫумӗ Екатерина Кашапова та килсе ҫитнӗ. Вӑл ку экспозици ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче 26-мӗш хут иртнине пӗлтерчӗ. Кашнинче ӑна куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртрӗ. 

Курав тутарсен ӗлӗкхи тата хальхи пурнӑҫӗпе паллаштарать. Кунта халӑх йӑли-йӗркине, культурине, ҫурт-йӗрне, тум-тирӗпе савӑт-сапине, тӗн ӗненӗвне сӑнлакан япаласене курма пулать. Икӗ нацие пӗрлештерекенни те пур. "Тутарсем патӗнче хӑнара" экспозици ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗчченех ӗҫлӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров