Картинӑсене аякран кӳрсе килсе вырнаҫтарасси - кӑткӑс ӗҫ. Залри температура виҫине ятарлӑ хатӗрсем тимлесе тӑраҫҫӗ. 15-20 ҫын курма килсенех температура улшӑнать, вара тӳрех типӗтекен прибор ӗҫлесе каять, нӳрӗк шайне кирлӗ чухлӗ антарать. Картинӑсене тӗплӗн пӑхса суйланӑ. Чӑваш наци музейӗн фондӗнче Ивановпа Коровин шедеврӗсем те пур. Ҫавӑнпа та Шупашкарти хайлавсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ пирсене илсе килнӗ.
Сергей Ивановӑн тепӗр этючӗ Третьяковкӑри "Девушка в красной шубке", ҫуммӑнах пирӗн музей пуххинчи - "Мужик в тулупе" ӗҫ. Коровин пирӗсем те пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. Кунта - Федор Шаляпин хӗрӗ Лидия. Шедевр Шупашкарта упранать. Лидия Ирина пӗртӑванӗпе сӑнланнӑ портрета вара Мускавран илсе килнӗ. 2 ҫул каялла Шупашкарта Третьяков галерейинчи Левитан шедеврӗсене кӑтартнӑ. Ун чухне музей йышлӑ халӑх пуҫтарнӑ. Геннадий Козлов хальхи курав та сумлӑ ӳнерҫӗсен ӑсталӑхӗпе паллашас текенсем самай пуласса шанать. Шедеврсем Шупашкарта раштавӑн 4-мӗшӗччен пулӗҫ. Регион ертӳҫи Олег Николаев Третьяков галерейине пирӗн республикӑна 2-мӗш хутчен паллӑ ӗҫсем илсе килме килӗшнӗшӗн тав турӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Святослав Петров