Театр уншӑн - тӑван килпе тан: пӗтӗм кун-ҫул юратнӑ сценӑпа ҫыхӑннӑ

54-мӗш ҫул юратса пӑхать чӑваш халӑхӗ вӑл вылякан спектакльсене. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Федорова 75 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ.

Шӑпи урӑх ҫулпа ҫавӑтса кайман пулсан, нимле ӗҫре те ӳркенмен Любовь Фёдоровӑран лайӑх тухтӑр тухма пултарнӑ, анчах Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институчӗ чӑваш ҫамрӑкӗсене артиста вӗренме илессине пӗлсен, ӑна чӑрсӑр кӑмӑлӗ ҫав конкурса илсе ҫитернӗ. Ҫавӑнтанпа Любовь Владимировна тӗрлӗ сӑнара ӑшне илмесӗр пӗр кун та пурӑнаймасть. Театр уншӑн - тӑван килпе тан: пӗтӗм кун-ҫул юратнӑ сценӑпа ҫыхӑннӑ.

 Искусство парӑнса ӗҫленине килӗштерет. Студент чухне лартнӑ Островскин "Аслати" пьесинчи Катеринӑран пуҫласа вуншар сӑнар куракан асӗнче пурӑнать. Шекспирӑн "Ашкӑнчӑк инкесем" камитӗнчи миссис Пейдж, Чебановӑн "Праски инке хӗр парать" спектакльти кинеми, ытти чӑваш, вырӑс, тӗнче классикинчи сӑнарсем - нихҫан манӑҫми. Пултаруллӑ артиста культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский чунтан хисеплесе юбилей ячӗпе саламларӗ, "Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн" кӑкӑр ум паллипе чысларӗ. Тӑван Шупашкар округӗнчи культура пайӗ те парнепе килнӗ. Савӑнӑҫлӑ каҫра тусӗпе юнашар пулас тесе Ленинградра пӗрле вӗреннӗ Владимир Бурмистров ятарласа Мускавран килнӗ.

Любовь Федорова Лапсарта ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне пӑрахман, паянхи кун та ялтанах ӗҫе ҫӳрет. Ҫӗршыв шайӗнчи артист унта хуҫалӑх тытма та вӑхӑтпа вӑй-хал ҫитерет. Пӗрле вӗреннӗ актёрсем унӑн ҫирӗплӗхӗнчен ҫамрӑк чухнех тӗлӗннӗ.

Любовь Владимировна театрти хӑйӗнчен кӗҫӗнрех темиҫе ӑрушӑн чӗрӗ тӗслӗх пулнӑ, халӗ те ҫамрӑксем унран вӗренеҫҫӗ - ҫакӑ темрен паха.

Любовь Федорова Валерий Карпов режиссёрӑн спектаклӗсенче выляма кӑмӑллать. Юбилей каҫӗнче хӑйне юратса килнӗ куракансене шӑпах унӑн ҫӗнӗ спектаклӗнче, Николай Сидоров пьесипе лартнӑ "Шӑпчӑк юрлать Питравччен" камитре Матиҫ сӑнарӗпе савӑнтарчӗ.

Ку камит ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тепӗр хут сцена ҫине тухать. Унта Любовь Федорова вӑййипе чун каниччен киленме май пулӗ.

Марина Карягина, Сергей Емельянов