Тӑван мифологипе интересленсе тӗнче пуҫламӑшнех ҫитнӗ

Элтияр Александров ҫамрӑк тавра пӗлӳҫӗн Мускавра чӑваш халӑхӗн мифӗсене тишкерсе ҫырнӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Хӑйне евӗр тӗпчев ӗҫне пахалама Наци библиотекине ӗҫтешӗсемпе ӑслӑлӑх ҫыннисем, пултаруллӑ ҫамрӑксем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи "МИФ" издательствӑра 7 пин тиражпа тухнӑ кӗнеке хуплашкипех хӑй енне туртать: "Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков" тесе ҫырнӑ унта. Темпе те кӑсӑкланакан ҫамрӑк тӗпчевҫӗ тӑван мифологипе интересленсе тӗнче пуҫламӑшнех ҫитнӗ.

Кӗнекере 9-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченхи тапхӑр ӳкерӗннӗ. Пирӗн несӗлсем тӗнчене мӗнле курса, туйса ӑнланнӑ, ҫулталӑк ҫавринчи уявсене мӗнле йӑла-йӗркепе тытса тӑнӑ - автор хӑй пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ пӗлӳпе вулакана паллаштарать. Элтияр Александровӑн тӑван халӑхӑн мифӗсемпе халапӗсене тӗпчес шухӑш-кӑмӑлӗ Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ. Вӑл филологи уйрӑмӗнче фольклор специализацине суйласа илнӗ.

Вӗрентекенӗпе вӗренекенӗ тӗрлӗ проектпа ӗҫленӗ. Вӗсем пире малашне те хӑйне евӗр ӗҫсемпе савӑнтарасшӑн, хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытакан пархатарлӑ ӗмӗчӗсем ҫитес вӑхӑтрах пурнӑҫа кӗрӗҫ-ха. 

Элтияр - радио тата телеертӳҫӗ, журналист, блогер, музыкант, ун ҫумӗнче те хӑйӗн пек хастар ҫамрӑксем. Вӗсем хӑй ӗҫӗнче ҫитӗнӳ тӑвасшӑн ҫунакан чӑваш яш-кӗрӗмне хамӑрӑн пуян культурӑпа интереслентерсе ярасшӑн иккен. Ҫавӑнпа кӗнеке хӑтлавӗ вӑхӑтӗнчех тӗрлӗ курав та йӗркеленӗ.

Тӑхӑр пайран тӑракан кӗнеке вулакан аллинче ӗнтӗ. Пӗрлешсе ӗҫлеме пӗлекен ҫамрӑксен тӗллевӗсем пысӑк. Апла пултаруллӑ яш-кӗрӗмрен ҫӗнӗ ӗҫсем кӗтетпӗр.

Марина Карягина, Игорь Ульянов