Хальхи ӑстасемшӗн вӑл тӗслӗх тата хисеплӗ вӗрентекен вырӑнӗнче. Мария Симакова ӗҫӗсем Питӗрти Раҫҫей этнографи музейӗнче, Мускаври, Суздальти, Пермь тӑрӑхӗнчи музейсенче, харпӑр хӑй коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Мария Васильевнан 100 ытла тӗррине музей пуххине кӗртнӗ. Маҫтӑр пурнӑҫран уйрӑлсан тӑванӗсен алӑ вӗҫҫӗн тӗрленӗ, сайра тӗл пулакан сӗтел ҫиттисем 2 метр тӑршшӗ чӳрече каррисем юлнӑ. Эскизӗсем те 2 хулӑн альбом чухлӗ пухӑннӑ.
Пурӗ коллекцире 180 ытла япала. Вӑл шутра Мария Симакова кулленхи пурнӑҫра усӑ курнисем. Маҫтӑра палланӑ ҫынсем ун ҫинче курма хӑнӑхнӑ калпак та, куҫлӑхӗ те, музейри экспонатсене тӗпе хурса ӑсталанӑ капӑрлӑх хатӗрӗсем те. Ӳнерҫӗ эрешленӗ кӗпесенче чӑвашлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ тӗссенчен кӑшт урӑххисем патне куҫнине асӑрхама пулать. Анчах та килӗшӳлӗхӗ ҫухалман, наци тӗрӗ никӗсӗ сыхланса юлнӑ. Кашни япали музейшӑн ҫав тери хаклӑ.
Тепӗр пысӑк тӗллев - Мария Симакова ӑсталӑхне хаклакансем валли тивӗҫлӗ экспозици хатӗрлесе ҫитересси.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров