Тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине упрама вӗрентекен ӗҫ

"Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук". Ҫапла ятпа кӑҫалхипе 4-мӗш хут иртнӗ фестивале халалласа Виктор Чугаров кинорежиссер ятарлӑ фильм хатӗрленӗ. Тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине упрама вӗрентекен ӗҫе Чӑваш патшалӑх университечӗн этнокультура комплексӗнче пахаларӗҫ.

Виктор Александрович чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Ҫавӑнпа та тӑван халӑх пуянлӑхӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсем уншӑн уйрӑмах хаклӑ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче йӑлана кӗнӗ "Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук" фестиваль те ӑна ҫулсерен илӗртет.

Иртнӗ 3 ҫулта ҫак уява халалласа Виктор хӑйнеевӗр 3 фильм ӳкернӗ. Ҫапла, халӑхсем хушшине тухнӑ кӑҫалхи фестивале сӑнлакан картина та пуян пулса тухнӑ. Унпа чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студенчӗсем савӑнса паллашрӗҫ. Тӗлпулӑва фильмри геройсене те чӗннӗ. Вӗсем ҫак пӗлтерӗшлӗ конкурс ҫитес ҫул ҫӗршыв шайнех тухассине пӗлтерчӗҫ.

Алексей Енейкин