Пьеса авторӗ пирӗншӗн ҫӗнӗ ят мар: 1994-мӗш ҫулта Флорид Буляковӑн пьесипе Иван Иванов "Савать-и, савмасть-и?" ятлӑ спектакль лартнӑччӗ. "Карчӑксем качча каяҫҫӗ" камитре Чӑваш халӑх артисчӗ куракан умне Юманкка сӑнарӗнче тухать.
Пӗрре пӑхсан спектакль питӗ ансат темелле: йӑлтах пӗр пӳлӗмре пулса иртет. Валентин Фёдоров художник кашнин кравачӗ патне, хуҫин ӗмӗтне кура, кавир ҫакса панӑ. Пӗччен юлнисен интерначӗ ку. Тӗрлӗ шӑпаллӑ тӑватӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗнче пулмалли пулса иртнӗ ӗнтӗ, пулассинчен те темех кӗтмелли юлман. Анчах пурнӑҫ малаллах шӑвать. Председатель мучие илсе килсен кинемисен тахҫанхи ӗмӗчӗсем ҫӗнӗрен вӑранаҫҫӗ.
Шыв сыпнӑ пек шӑпӑрт пурӑнакан Алтаттие калаҫтарса ярайнӑ Юманкка мучин ыттисен кӑмӑлне ҫавӑрас пултарулӑхӗ те пур. Харсӑр Васильна та, коммунизм тума ӗмӗтленсех ӗмӗр ӗмӗрленӗ Ивановна та, фермӑра лӑш курми ӗҫлесе чире кайнӑ Поля та мучи хыҫҫӑн кайма хатӗр. Кашни кинемин кун-ҫулӗ, ӗмӗт-тӗллевӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ ялта ҫитӗннӗ мӗнпур ҫынна ӑнланмалла, ҫавӑнпа куракан чӗрине пырса тивет те.
Спектакльте юрӑ-ташӑ нумай. Сӑнарсен хӑтланкаларӑшӗ кулӑшла пулин те шӳт хыҫӗнчи чӑнлӑх вӑхӑт-вӑхӑтӑн чун-чӗрене чӗпӗте-чӗпӗте илет, ҫӳҫентерет.
Мӗнле пулӗ вӗсен шӑпи малашне? Мӗнпе вӗҫленӗ камит? Куна спектакле кайса куриччен каласан кӑсӑклану сӗвӗрӗлӗччӗ. Камит чӳк уйӑхӗн 1-мӗшпе 18-мӗшӗсенче тепӗр хут сцена ҫине тухать.
Марина Карягина, Вадим Владимиров