СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халалланӑ наци театрӗсен "Чӗкеҫ" фестивалӗ вӗҫленчӗ

Унта Чӑваш Ен, Калмӑк, Мари Эл, Коми, Саха, Алтай тӑрӑхӗсенчен килнӗ артистсем хутшӑнчӗҫ. Сумлӑ жюри эрнене пынӑ конкурсра чи пултаруллӑ сцена ӑстисене палӑртрӗ. 

Ҫӗршыври наци театрӗсем пирӗн пата, паллах, хӗрарӑмӑн, амӑшӗн шӑпи ҫинчен каласа паракан чи вӑйлӑ спектаклӗсене илсе килнӗ. Хӑйсен сӑнарӗсемпе вӗсем куракана лӑпкӑ хӑвармарӗҫ: куҫҫуль те кӑларчӗҫ, култарчӗҫ те, шухӑша та ячӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ эрнипех пархатарлӑ куракан хыттӑн алӑ ҫупнипе кӗрлесе тӑчӗ.

Артистсене вылясси кӑна мар, конкурс пӗтӗмлетӗвӗ те пӑлхантарать. Мускавран килнӗ сумлӑ хаклавҫӑсем вӗсен маҫтӑрлӑхне чи ҫивчӗ куҫпа пӑхса пахалаҫҫӗ-ҫке-ха. "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинацире харӑсах икӗ артист ҫӗнтерчӗ: Алтай Республикин "Эрдине" моноспектаклӗнче вылякан Эльмира Челтенова тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн "Хуркайӑк ҫулӗ" спектаклӗнче Чӗкеҫе сӑнарланӑ Надежда Зубкова.

"Чи лайӑх режиссёр" ята Борис Манджиев тивӗҫрӗ: вӑл чӑвашсен "Хуркайӑк ҫулӗ монодрамин тата Туҫи ҫармӑссен "Прощание с Матёрой" тӑрӑх лартнӑ постановкӑн режиссёрӗ. "Глухой Вилюй" хӑватлӑ сагӑпа куракан чун-чӗрине кисрентернӗ сахасем ытти парнесене йӑлтах Шупашкартан 7570 ҫухрӑмри Якутска илсе кайрӗҫ: вӗсем "Чи лайӑх спектакль", "Иккӗмӗш планри хӗрарӑм ролӗ", "Иккӗмӗш планри арҫын ролӗ", "Чи лайӑх сценографи" номинацисенче ҫӗнтерчӗҫ.

Фестиваль спектаклӗсенче каҫсерен зал тулли куракан пухӑнчӗ. Театрсӑр пурӑнма пултарайманнисем пӗр постановкӑна та сиктермен.

СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халалланӑ фестиваль нумай нациллӗ Раҫҫейри халӑхсене тӑванла пӗрлештерни паянхи кун уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Мухтавлӑ артист пире тата хавхаланарах ӗҫлеме вӑй парать.

"Чӗкеҫ" фестиваль тепӗр икӗ ҫултан ҫӗршыври наци театрӗсене виҫҫӗмӗш хут тараватлӑн кӗтсе илӗ.

Марина Карягина, Виктор Степанов