Шупашкарти "Радуга" культура центрӗнче Анна Замула ӗҫӗсемпе паллаштараҫҫӗ

Унӑн ӗҫӗсем Питӗрти, Германири, Францири, Америкӑри, Израильти харпӑр хӑй коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ. Халӗ Мускаври Анна Замула художник-мозаичист картинисене Шупашкарта пурӑнакансем те курса тӗлӗнме пултарӗҫ. Курав "Радуга" культура центрӗнче ӗҫлет. 

Анна художник-график профессине алла илнӗ, Мускаври полиграфи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мозаикӑпа кӑсӑкланма пуҫланӑ вӑхӑтра ӳнерҫӗ хӑйӗн графика тата линогравюра меслечӗсемпе калӑпланӑ ӗҫӗсемпе те паллаштарма тытӑннӑ. 

Ун хыҫҫӑн Анна Феликс Бух мастерскойӗнче мозаика ӑсталӑхӗнче пӗрремӗш утӑмӗсем тунӑ. Ӑна вӑл хӑйӗн вӗрентекенӗ вырӑнне хурса хисеплет. Ҫак хушӑра ӳнерҫӗн пуринчен уйрӑлса тӑракан хӑйневӗрлӗхӗ те палӑрнӑ. Эпир куллен куракан килти ахаль япаласенчен тӑракан натюрморт - ӗҫре чи юратни. 

Мозаикӑпа ӗҫлесси ҫав тери кӑткӑс. Пулас картина куҫ умне тухсан чулсемпе смальта ватма пуҫлать. Смальта вӑл - тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче. Пысӑк мар ӗҫ пулсан та ятарлӑ меслетпе чул катма кӑна эрне кирлӗ. Унтан пӗчӗк катӑкӑн-катӑкӑн цемент ҫине куҫарать. Малалла ӗҫличчен вӑл типсе ҫитессе кӗтмелле. Пурте курма хӑнӑхнӑ материал кӑна мар, пляжра тупнӑ чулсемпе галька та юрӑхлӑ. Ялта ахаль утса пынӑ чухне ура айӗнчи килӗшнӗ вӗт-шакӑра ӗҫе кӗртме пухнине те калать. Унран ытла тӗлӗнтерекенни - картинӑра рубероид усӑ курни. Хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, ялта ҫурт тӑррине улӑштарнӑ чух кивӗ материалпа кӑсӑкланнӑ. Ӗҫе кӗртсен йӑнӑшман. Рубероид шӑпах кивӗ пулни пӗлтерӗшлӗ. Ялан шыравра Анна Замула. Халӗ керамикӑпа та кӑсӑклансах аппаланать. Пусма, кивӗ хаҫатсем усӑ курать. 

Унпа килӗшӳллӗн кӑмӑл тӑвакансем культурӑпа курав центрӗн тулашне мозаика меслечӗпе чӑваш паллисемпе илемлетес ӗҫе хутшӑнма пултараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Святослав Петров