Тӗп рольти артист хура-шур курнӑ алтай хӗрарӑмӗн чун-чӗрине тарӑннӑн сӑнарланӑ май хӑй халӑхӑн шӑпине, самана уйрӑмлӑхне витӗмлӗн кӑтартса пачӗ. Режиссёр пире драмӑри пӗртен-пӗр артист урлӑ хамӑр сисмесӗрех ҫав вӑхӑта илсе ҫитерет, ҫав синкер ҫулсен сывлӑшӗпе сывлаттарма пуҫлать. Пурнӑҫ тиевне арҫынпа тан хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче туртакан хӗрарӑм, шӑпа кӳрекен нушана шӑппӑн тӳсекен арӑм, хӗрарӑм, анне сӑнарӗ кашни халӑх ҫыннинех ӑнланмалла та ҫывӑх.
Паян сцена ҫине Туҫи Мари драма театрӗ тухать, вӑл Валентин Распутин хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ "Прощание с Матёрой" спектакль кӑтартать. Атӑла пӗвелесе ГЭС тунӑ хыҫҫӑн Мари Элӑн ҫыран хӗрринчи хӑшпӗр районӗсем шыв айне пулнӑ, ҫавӑнпа театр Распутин повӗҫӗнчи сӑнарсен инкекне ҫармӑс халӑхӗн ыратӑвӗ пек йышӑнса каласа парать. Притча евӗр лартнӑ спектакль - пирӗн хамӑрӑн несӗлсене асра тытмалли, тымарсене манма юраманни ҫинчен. Ӑна Борис Манджиев калмӑк режиссёрӗ лартнӑ. Каҫхине спектакле кайса курма тӑрӑшӑр, вӑл 18 сехет ҫурӑра пуҫланать. Ку фестиваль - наци театрӗсем хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ, унта чи вӑйлисене палӑртаҫҫӗ. Пирӗншӗн тесен, СССР халӑх артисчӗн Вера Кузьминан ятне фестиваль урлӑ ҫӗклени пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов