Александр Боголюбов 1900-мӗш ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 18-а ҫитсен Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрса Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара Александр Николаевич ҫар ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫласа тӗрлӗ арми штабӗсен командирӗ пулнӑ.
1945-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Александр Боголюбов генерал-полковник Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ. Шел пулин те, паттӑрӑн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Мухтавлӑ ҫар пуҫӗ 56 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ. Кӑҫал вара вӑл ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа Ксения Кокель тата Дмитрий Егоров ӳнерҫӗсем Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫурт стени ҫине мурал ӳкернӗ. 9 хутлӑ пӳрт ҫӳллӗш портрет аякранах мӑнаҫлӑн курӑнать.
Пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме ҫамрӑк ӳнерҫӗсене Президент фончӗн гранчӗ пулӑшнӑ. Мурала уҫма вара Александр Боголюбовӑн Мускавра пурӑнакан Александр мӑнукӗ килсе ҫитнӗ. Аслашшӗн ырӑ ятне асра тытса ҫапла чаплӑ ӗҫ тунӑшӑн пурне те чӗререн тав турӗ вӑл.
Алексей Енейкин, Анжелика Иванова, Виктор Чугаров