Шупашкарта "Пӗр пек пулма кирлех те мар" фестиваль-форум иртрӗ

Фестивале Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 2013-мӗш ҫултанпа ирттерет. Кӑҫал та вӑл спектакльсемпе, ӑсталӑх урокӗсемпе, тӗлпулусемпе пуян пулчӗ. 

Фестиваль 3 куна тӑсӑлчӗ. Кӑҫал ӳнер уявне аякри Узбекистанпа Китай та хутшӑнчӗҫ. Хальччен пирӗн патра пулман хамӑр ҫӗршыври хуласем те йыхрава хапӑлласа йышӑннӑ. 

Пӗрремӗш спектакль Ро ятлӑ хӗрача ҫинчен. Чӗлхесӗрскер шухӑшӗсен сассипе шкулти пӗрремӗш кун уншӑн еплерех йывӑр пулнине каласа кӑтартать. Ашшӗ "эсӗ хӑв пуринчен те пӗлтерӗшлӗрех пулнине туйса тӑр" тени ӑна малалла ӑнтӑлма вӑй панӑ. Ҫак историе залра ларакансенчен чылайӑшӗ ӑнланса та куҫҫульпе йышӑнчӗ. 

Актерсем килтен тухса ҫӳреймен ачасем патне хӑйсем ҫитрӗҫ. Пукане театрӗн залӗ те ҫак кунсенче тулли пулчӗ. Сцена ҫинчи пурнӑҫ, сӑнарсен шӑпи аталанӑвӗ тӗлӗшӗнчен уйрӑлса тӑракан ачасемпе танах  ыттисемшӗн те кӑсӑклӑ пулни палӑрчӗ. "Пӗр пек пулма кирлех те мар" хыҫҫӑн театрта тӳрех тепӗр фестиваль - "Юмахсен каруҫҫелӗ" уҫӑлчӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшчен пырӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов.