Шупашкарта Николай Ашмарин этнографӑн, чӗлхеҫӗн алҫырӑвӗсене тупнӑ

Вӗсем пӗр кивӗ ҫуртра упраннӑ. Чӑвашсен тӗп хулине килмессерен паллӑ ӑсчах шӑпах унта чарӑннӑ. Эрешлӗ ҫурт илемӗпе тӗрекне ҫухатман-ха. Унӑн хальхи хуҫисем тупӑннӑ документсем историшӗн пӗлтерӗшлӗ тесе шутлаҫҫӗ. 

Алӑкран ҫӑкӑр-тӑварпа чӑваш хӗрачи тухсан, ҫак ӗлӗкхи ҫурт пире тахҫантанпах кӗтсе тӑнӑн туйӑнчӗ. Кивӗ пӳрте 6 ҫул каялла Ивановсен ҫемйи туяннӑ. Тирпейлесе хӑтлӑх кӗртме пуҫласан мачча ҫинче 19 ӗмӗрти кӗнекесем, ӑслӑлӑх ӗҫӗсем, алӑпа чӑвашла ҫырнӑ тӗрлӗ хутсем тупӑннӑ. Кил хуҫи тӳрех тавҫӑрса илнӗ: ку ҫуртӑн вӑрттӑнлӑхӗ пысӑк.

Валерий Степанович кивӗ хутсене кӑларса пӑрахмасӑр мӗн таран тӗрӗс тунине халь аван ӑнланать. Алҫырусем, лару протоколӗсем, тӗрӗк чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ документсем - курупки-курупкипе. Вӗсем пирӗн ӑслӑлӑхпа историшӗн ҫав тери паха та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни каламасӑрах паллӑ. Акӑ 1912-мӗш ҫулта хыҫне "Тусӑма асӑнмалӑх" тесе ҫырнӑ Константин Иванов сӑн ӳкерчӗкӗ - ку та чӑн-чӑн тупра. Кама парнеленӗ ӑна "Нарспи" авторӗ? Нумай ыйту тухса тӑнӑ Валерий Степанович умне. Кӑсӑклану тӗпчеме хистенӗ.

Ҫуртӑн чи малтанхи хуҫи сӑра завочӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ иккен. Ун хыҫҫӑн ӑна Емельян Захаров туяннӑ. Вӑл - чӑваш литературовечӗ, педагог, лингвист, Тухӑҫ халӑхӗсен ҫырулӑхне тӗпченӗ. 1937-мӗш ҫулта ӑна репрессиленӗ те, 48-ти ӑсчах 1941-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Архангельск тӑрӑхӗнчи тӗрмере вилнӗ. Ку ҫуртра патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн комитечӗн ӗҫченӗсем ухтару ирттернине ҫирӗплетекен протокол та сыхланса юлнӑ. Ӑсчах патне Николай Ашмарин, 17 томлӑ чӑваш словарьне пухакан килсе ҫӳрени ҫинчен Валерий Степановича Захаровӑн мӑнукӗсем каласа панӑ. Шупашкара килмессерен вӑл тусӗ патӗнче ҫак сӗтел хушшине ларса ӗҫленӗ тесе шутлаҫҫӗ Ивановсем.

Музее аса илтерекен ҫӗр ҫулти йывӑҫ ҫурт ҫирӗп те тӑн-тӑн-ха, анчах унӑн малашлӑхӗ мӗнле пуласси паллӑ мар. Хаклӑ алҫырусене Ивановсем хальлӗхе килтех упраҫҫӗ. 

Марина Карягина, Маргарита Львова, Михаил Солин