"Ӳсӗм академийӗ" республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче вырнаҫнӑ. Кунта 7 тӗрлӗ лапам йӗркеленӗ. Центра кӗрсенех вӗренекенсен ӳкерчӗкӗсемпе, вӗсен ҫитенӗвӗсемпе паллашма пулать. Ку вара сӑн ӳкерӗнмелли, видеосем тумалли ятарлӑ вырӑн. Центр ӗҫне ачасен тӗрлӗ ӳсӗмне шута илсе йӗркеленӗ. Чи пӗчӗккисем валли уйрӑм лапам пур. Кунта ачасене кӗнекесем, вӑйӑсем урлӑ аталантараҫҫӗ. "Юмах факультетӗнче" чӑваш фольклорӗпе паллаштараҫҫӗ. Ҫакна валли республикӑн интерактивлӑ карттине хатӗрленӗ. Телефон камерипе кьюар-кода тӗллесен юмахсем итлеме, мультфильмсем пӑхма пулать. "Эрудит класс" текен лапамра вара ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме, тӗл пулусем йӗркелеме май пур. Театрпа кӑсӑкланакансем валли те пулӗм хатӗрленӗ.
Ача-пӑча центрне уҫма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑнчӗҫ. Ҫакнашкал кӑсӑклӑ вырӑнсем йӗркелени ҫемьесене пӗрлештерме, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, ачасене аталантарма май параҫҫӗ, терӗҫ хӑнасем. Кӑҫал Шупашкарта тепӗр икӗ ача-пӑча центрӗ уҫӑлать. Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул валли те хатӗрленме пуҫланӑ. Ку центрсем ачасемпе ашшӗ-амӑшне тата педагогсене пӗрлештерекен хӑйнеевӗрлӗ лапамсем пулса тӑрӗҫ.
Диана Сафонова, Игорь Ульянов








