Ӳнерҫӗн Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ "Хальхи тата иртни" ӗҫне 326 заявка хушшинче тӳрех асӑрханӑ. Суйласса вара 5 проектран суйласа илнӗ. Ӳкерчӗкре шӑпах хальхи тата аслӑ ӑру ҫыннисем сӑнарланнӑ. Паянхине палӑртаканни шӑпах Георгий хӑйӑвӗллӗ арҫын ача, ӑна хӑйӗн ҫирӗп хул-ҫурӑмӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗ хӳтӗлет.
Яна Ежована тепӗр 2 ӳнерҫӗ пулӑшать. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пикеннӗ. Сӑнарсене ҫурт стени ҫине куҫарма материалсем ҫителӗклӗ, ҫанталӑкӗ шӑрӑх тӑни кӑна кӑштах чӑрмав кӳрет.
Мурала хатӗрлесе ҫитерме ӳнерҫӗн ҫурла уйӑхӗччен вӑхӑт пур. Хӑй вара ӗҫе 2 эрнерех вӗҫлеме палӑртнӑ. Унпа микрорайонта пурӑнакансем кӑна мар, ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ май Трактортӑвакансен проспектӗче пурӑнакансем те киленӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе Атӑл тӑрӑхӗнчи 14 автор хушшинче авӑн уйӑхӗнче палӑртӗҫ. 1-мӗш вырӑна тухнӑ художника 200 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ, 2-мӗшшӗн - 150, виҫӗмӗшшӗн 100 пин тенкӗ параҫҫӗ. Пӗлтӗр "ФормАРТ" фестивальте Ксения Кокель Хевеш урамӗнчи ҫурт стени ҫине куҫарнӑ чӑваш тумӗллӗ хӗр палӑрнӑ. Ҫак ӗҫе тӳресем 2-мӗш вырӑн парса хакланӑ. Яна Ежована та конкурсра ӑнӑҫу сунатпӑр!
Алиса Александрова, Игорь Ульянов