Шӑп та лӑп пӗр талӑк ҫанталӑк пӑсӑлнӑ куна лекрӗ уяв. Апла пулин те фестивале хавхаланупа килсе ҫитнӗ пултарулӑх коллективӗсен программине ҫилпе сивӗ чӑрмав кӳреймерӗ. Кӑҫалхипе 6-мӗш хут иртекен ӗҫ-пуҫа Чӑваш Енре "Манӑҫми аваллӑх" ят панӑ.
Несӗлсен ҫемье пурнӑҫӗнчи йӗркесем, иртнипе хальхин уйрӑмлӑхӗсем пирки каласа пачӗҫ ачасене. Авалхи музыка инструменчӗсен музейӗнче те курса тӗлӗнмелли сахал мар. Тепӗр пӳлӗмре ачасем хӗвелӗн рунӑ паллине тума вӗренчӗҫ тата чӑваш символӗсемпе паллашрӗҫ. Пӗр килнӗ май тавралӑха курса ҫаврӑнас кӑмӑлӗ те пысӑк пулчӗ вӗсен. Унтан фольклор ушкӑнӗсем "Сик! Тух!" этнокультура проекчӗн финалне хутшӑнчӗҫ. Вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, куславккасем, каҫалсем, елчӗксем, шупашкарсем - кашни коллектив хӑйне евӗрлӗ те калама ҫук пултаруллӑ.
Кӑҫал ҫӗршывӗпех иртнӗ акцие Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Алиса Александрова, Святослав Петров








