Шухӑша яракан тата куҫа савӑнтаракан ӳкерчӗксем

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чиркӳсем, Крым тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнсем тата вӗҫсӗр-хӗрсӗр тинӗс. Ҫаксемпе йӑлтах Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Станислав Вороновӑн ӳкерчӗкӗсенче киленме пулать. Унӑн ӗҫӗсен куравӗ "Радуга" культура центрӗнче уҫӑлчӗ. 

Тӗрӗссипе кунта харӑсах икӗ курав йӗркеленӗ. Пурӗ пӗрле 100 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Пӗрремӗшӗ "Православи Руҫӗ" ятлӑ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ чиркӳсене, тӗнпе ҫыхӑннӑ япаласене сӑнланӑ. Ку ӳкерчӗксем пурнӑҫ пирки тарӑн шухӑша яраҫҫӗ. 

Тепӗр курава вара автор "Впечатления" ят панӑ. Унти ӗҫсенче ытларах янкӑр тӗссемпе усӑ курнӑ. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче ачалӑх саманчӗсем яланлӑха асра юлаҫҫӗ. Станислав Кирилловичӑн та ҫав вӑхӑт пирки аса илмелли чылай. Ҫак ырӑ та ӑшӑ тапхӑра вӑл пир ҫинче сӑнлама юратать. 

Ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗн илемне сӑнлакан пейзаж та сахал мар куравра. Вӗсен хушшинче Крымри кӑсӑклӑ вырӑнсем уйрӑммӑн тӑраҫҫӗ. Автор ҫак тӑрӑха кӑмӑллани, унпа киленни тӳрех сисӗнет. 

Экспозицире художникӑн ятарлӑ кӗтесӗ те пур. Унта ӳнерҫӗ хӑйне ӗҫленине сӑнланӑ картинӑна курма пулать, пир ҫине сӑрӑ ӑстине кирлӗ япаласем хунӑ. Юнашарах курава уҫнӑ кунхине хӑнасем ӳкернӗ натюрморт вырӑн тупнӑ. Кашни ӗҫӗн хӑйӗн историйӗ. Станислав Воронов "Даня" ятлӑ портрет мӗнле ҫуралнипе паллаштарчӗ. 

Станислав Вороновӑн ӗҫӗсемпе "Радуга" культурӑпа курав центрӗнче кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшччен паллашма пулать. 

Оксана Верликова, Наталия Егорова, Святослав Петров