Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакан Нинӑпа Валерий Мнейкинсем килӗнче аваллӑх кӗтесӗ йӗркеленӗ 

Иртнине пӗлмен халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук. Паянхи кун тӑван культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑварас ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Наци хӑйне евӗрлӗхне, йӑлисене ламран лама куҫарассипе ӗҫлекенсем пурри савӑнтарать. 

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче Нинӑпа Валерий Мнейкинсем чӑвашсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштаракан музей уҫрӗҫ. Патӑрьел округӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Шупашкар тӑрӑхне куҫса килнӗ. Ҫак вырӑн вӗсемшӗн тӑванран тӑван пулса тӑнӑ. Пархатарлӑ ӗҫ пуҫарнӑ мӑшӑр таврара та хисепре. Ачисемпе мӑнукӗсем, ял ҫыннисем авалхи тупрана пухса тирпейлӗн упрама пулӑшса пыраҫҫӗ. 

Мнейкинсем "Гвардеец" колхозра вӑй хунӑ. Музей тума кил-ҫурчӗн 2-мӗш хутне уйӑрнӑ. Сӑпкари мӑнукне сиктерекен кинеми, кӗнчелепе йӗке, тӗрленӗ вырӑн таврашӗ, чӑваш хӗрарӑмӗн уяври ҫи-пуҫӗ - ку вӑл пӗтӗмпех авалхи хресченӗн килне сӑнарлать. 

Шӗнерпуҫ ял историйӗнче ҫак кун тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа ҫырӑнса юлчӗ. Чӑваш чӗлхине, йӑлисене упрасси - шанчӑклӑ алӑра. Мнейкинсен ывӑлӗсемпе кинӗсем, мӑнукӗсем музей экспозицине пуянлатас тӗлӗшпе малалла ӗҫлес тӗллевлӗ. 

 

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин