Виҫӗ ҫул каялла ҫак вырӑнтах ларнӑ кивӗ культура ҫурчӗн тӑрри ишӗлсе аннине пула ӑна авариллӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавна май тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме юнашарти ҫуртра пӳлӗм уйӑрса панӑ. Татмӑшсем кивӗ клуба пӑсса ҫӗнни тума йышӑннӑ. Ӗҫе "Культура хутлӑхӗ" регионти проектпа килӗшӳллӗн тунӑ.
Татмӑш ялӗнче 500-е яхӑн ҫын пурӑнать. Халӑх ҫӗнӗ клуб уҫӑласса чӑтӑмсӑр кӗтет. Кунта "Ҫӑкал" ансамбль ӗҫлет. Ушкӑнра чи асли 90 ҫултан иртнӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӑтӑшах савӑнтараҫҫӗ. Ҫуртра техникӑпа сӗтел-пукан вырнаҫтармалли ҫеҫ юлнӑ. Вӗсене туянма 2 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех клуб умӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ку ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑнах культура ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртаҫҫӗ.
Ӗмӗрех клубра библиотека пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра та вулавӑш валли уйрӑм пӳлӗм уйӑрнӑ. Унта мӗн алла диплом илнӗренпе - 41 ҫул пӗр улшӑнмасӑр Елена Дюкина ӗҫлет. Вӑл кӗнеке тӗнчипе ачасене те, аслисене те туслаштарма тӑрӑшать. Библиотекӑра 400 ытла вулакан шутланать. Вӗсенчен 60-шӗ ачасем. Килтен тухса ҫӳреймен ҫынсем патне Елена Николаевна хӑй ҫитме тӑрӑшать. Тинех вара вулакансене вӑл ҫӗнӗ те хӑтлӑ библиотекӑра йышӑнма тытӑнӗ.
Килӗшӳ тӑрӑх культура ҫуртне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче ҫеҫ туса пӗтермелле пулнӑ. Подряд организацийӗ ӗҫе маларах вӗҫлеме пултарнӑ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов