Ку кӗнекене те автор культурӑпа искусство ҫыннисене халалланӑ. Пурӗ 15 герой пирки вуласа пӗлме пулать. Вӗсем пурте Надежда Мефодьевнӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӗсен хушшинче хамӑр республикӑри паллӑ ҫынсем, пулас артиста Мускаври театр училищинче вӗрентнӗ педагогсем. Ҫавӑн пекех хӑйӗн ашшӗ пирки аса илни те пур.
Кӗнеке никӗсӗнче - автор тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ статйисем. Вӗсене хатӗрленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, ҫырусемпе, аса илӳсемпе, хаҫат-журналсемпе тата сӑн ӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ. Пухӑннисем кӗнекене пысӑка хурса хакларӗҫ. Унпа паллашакан кашниех хӑйне валли кӑсӑкли тупатех, терӗҫ. Кӗнекене автор малтанах урӑхла ят парасшӑн пулнӑ, анчах та статьясемпе ӗҫленӗ май "Чун ыратӑвӗ" тени ҫирӗпленнӗ.
Театр ӳнерӗпе кӑсӑкланакансем Надежда Кириллован ытти кӗнекисене те лайӑх пӗлеҫҫӗ: "Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ", "Ман поэзи театрӗ", "Театр - манӑн тӗнче. Станислав Кошкин художник". Унӑн черетлӗ тӗпчев ӗҫӗнче те вулакансем сцена асамлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чылай ҫӗнӗлӗхе пӗлме пултарӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов