Республикӑри театрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пултарулӑх сезонне уҫаҫҫӗ

Ӗнер Чӑваш академи драма театрӗ куракансене "Ялта" драмӑпа кӗтсе илчӗ. Унччен маларах Ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн 93-мӗш пултарулӑх тапхӑрне премьерӑпа пуҫларӗ.

Ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ сезона Александр Грибоедовӑн "Горе от ума" пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе уҫрӗҫ. Ку классикӑлла премьерӑна ахальтен мар суйланӑ. Ӑна лартаканӗ - Минскри Даниил Филиппович режиссер. Вӑл Ҫамрӑксен театрӗпе пӗрремӗш хут ӗҫлет. Апла пулин те пултарулӑх ушкӑнӗпе тӳрех пӗр чӗлхе тупнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсене хавхаланса пурнӑҫланипех куракансем чӑнах та 19-мӗш ӗмӗрӗн авӑрне лекрӗҫ. Ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курни те тыткӑнларӗ.

Ку спектакль классика литературине кӑмӑллакансемшӗн чӑн-чӑн парне пулӗ. Чацкий сӑнарне Александр Захаров артист калӑплать. Ҫакӑ уншӑн паха опыт пулнине, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫине те урӑхла пӑхма пулӑшнине палӑртрӗ вӑл. Артистсем Беларуҫ режиссерӗпе тата унӑн командипе ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулнине те пытармарӗҫ.

Театрта куракансем валли кӑсӑклӑ премьерӑсемпе фестивальсем тата хатӗрлеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 2-4-мӗшсенче кунта Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗ гастрольпе пулӗ. Хамӑрӑн артистсем те инҫе ҫула тухӗҫ. Сӑмах май, пултарулӑх ушкӑнӗнче ҫӗнӗ ҫынсем. Кӑҫал 2 ҫамрӑк артист ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсенчен пӗри - Челябинск хулинчен.

Унсӑр пуҫне театр ачасемпе ҫамрӑксем валли кӑсӑклӑ проектсем хатӗрленӗ. "Асанне арчи" пултарулӑх урокӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллаштарӗҫ, "Пӗрчӗрен ҫӑкӑр таран" проектпа килӗшӳллӗн вара ҫитӗнекен ӑрӑва ҫӑкӑр сӗтел ҫинче пултӑр тесен мӗн-мӗн туни пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров