Республикӑри театр деятелӗсен пӗрлешӗвӗн пӗтӗмлетӳпе суйлав конференцийӗ иртрӗ

Кӑҫал Раҫҫейри театр деятелӗсен Союзне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫӗршыври чи аслӑ обществӑлла организацисенчен пӗри.

Чӑваш Енри пӗрлешӳ те аталансах пырать. Иртнӗ ҫулсенче кӑна ҫак йышӑ 140 ытла ҫын кӗнӗ. Кун пирки черетлӗ пӗтӗмлетӳпе суйлав конференцийӗнче пӗлтерчӗҫ. 

Пӗрлешӳ кашни 5 ҫулта анлӑ лару ирттерсе кӑтартусене пӗтӗмлетет, малашлӑха тӗллевсем лартса ӗҫ ушкӑнне палӑртать. Пухӑннисем малтанах ҫак тапхӑрта пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗҫтешӗсене аса илчӗҫ. 

Иртнӗ 5 ҫул театр деятелӗсен Союзӗн тилхепине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов тытса пынӑ. Палӑртса хуни чылай пулнине кура ҫанӑ тавӑрса тӗрлӗ енлӗн тӑрӑшмалла пулнӑ. Вӑл шутра ӗҫтешӗсен вилтӑприйӗсене йӗркене кӗртесси те, ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттересси те. Пӗрлешӳ йывӑр лару-тӑрури пайташсен ҫемйисене те пулӑшса пырать, артистсен ачисемпе мӑнукӗсем валли уявсем йӗркелет, театр ветеранӗсене те чыс-хисепре тытать. Пултарулӑх ҫыннисен пӗтӗм пурнӑҫӗ сценӑпа ҫыхӑннӑ. Постановкӑсем хатӗрленисӗр пуҫне пӗр-пӗрин хушшинче ӑсталӑх тупӑшӑвӗсем ирттереҫҫӗ. Республика шайӗнче кӑна мар, регионсем хушшинче те. 2022-мӗш ҫулта пирӗн Союз пуҫарнӑ опера юрӑҫисен "Атӑл кӗввисем" конкурсӗ хыҫҫӑн пӗрлешӗвӗн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗ пирки ҫӗршывӗпех пӗлнӗ. Иртнӗ 5 ҫулта республикӑри 12 сцена ӑстине "Чӑваш халӑх артисчӗ", 25-шне "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ" ят панӑ. Театр ӗҫӗнче пурне те пӗр ҫемьене пӗрлештерекенни пурришӗн артистсем те хӗпӗртеҫҫӗ. 

Пӗтӗмлетӳпе суйлав пухӑвӗн тӗп ыйтӑвӗсенчен пӗри - ҫӗнӗ ертӳҫе палӑртасси. Хальхинче ҫак тивӗҫе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Евгений Урдюкова шанчӗҫ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров