Чӑваш Енӗн культура вучахне ялкӑштарас тӗллевпе куллен тӑрӑшакансене регион ертӳҫи Олег Николаев ырӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчӗ. Паян ҫак тытӑмра 4 пин те 500 ытла ҫын ӗҫлет.
Республикӑра пурӑнакансем культура енне туртӑнни ҫулран-ҫул ытларах сисӗнет. Пӗлтӗр кӑна тӗрлӗ учрежденири ӗҫ-пуҫа 25 миллион ҫын хутшӑннӑ. Ҫак кӑтарту патне ҫитме "Культура малой Родины" проект та витӗм кӳнӗ. Уявра тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе палӑрнӑ ҫамрӑксене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫлине ҫирӗплетекен сертификатсемпе чысларӗҫ. Сцена ҫинчи ӑсталӑхӗпе чылай ҫул куракансене савӑнтаракан артистсене хисеплӗ ятсем пачӗҫ. Вӑл йышра Вырӑс драма театрӗн актерӗсем, симфони капеллин артисчӗсем , Чӑваш патшалӑх Филармони солисчӗсем.
Уяв театр артисчӗсемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ пулчӗ. Ҫакӑ республикӑра кӑҫалхипе 26-мӗш хут иртнӗ "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурса пӗтӗмлетнипе те ҫыхӑннӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗ харӑсах 2 номинаци парнине тивӗҫрӗ. Тӳресем "Ҫулталӑк спектаклӗ" ята "Хуркайӑк ҫулӗ" спектакле пама йышӑннӑ. Унти тӗп сӑнаршӑн Надежда Зубкована "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинацире палӑртрӗҫ. Пурӗ спектакльсене 7 енлӗ хакланӑ. Республикӑри кашни театр пӗр-пӗр номинаци парнине тивӗҫрӗ. Залра пухӑннисем "Нарспи" спектакльти "Туй" сыпӑкӗпе паллашрӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








