Уява Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Первомайски шкулӗнчи театр кружокне ҫӳрекенсем Александр Твардовскийӗн "Василий Теркин" поэми тӑрӑх лартнӑ спектакальпе уҫрӗҫ. Пӗлтӗр вӗсем муниципалитет шайӗнче мала тухса хӑйсен пултарулӑхне республикӑри фестивальте ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑ.
Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван пуҫарӑвӗпе 2023-мӗш ҫулта ҫуралнӑ фестиваль аталансах пырать. Муниципалитет, унтан республика шайӗнче иртекен пултарулӑх тупӑшӑвӗнче хальччен 13 пин ытла шкул ачи хутшӑннӑ, пине яхӑн спектакль лартнӑ. Пурӗ республикӑра 356 шкул театрӗ ӗҫлет. Малашне ачасен пултарулӑхӗпе ҫӗршыв шайӗнче паллаштарас тӗллевлӗ.
"Асам" фестивалӗн ҫӗнӗ сезонӗ вӗренӳрен пуҫланчӗ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче педагогсемпе ачасем валли пултарулӑх класӗсем ӗҫлерӗҫ. Сцена ӳнерӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывма пулӑшакансен йышӑнче Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗн вӗрентекенӗ Кирилл Дарин та пулчӗ. Пурӗ шкул театрӗсен 300 ытла ертӳҫи пӗлӗвне анлӑлатрӗ. Вӗсене ӑсталӑхне ӳстернине ҫирӗплетекен ятарлӑ сертификатсем пачӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов, Святослав Петров








