Республикӑра чӑваш юрри-кӗввин 14-мӗш фестивалӗ пырать

Вӑл оперӑпа балет театрӗнче "Хуркайӑк ҫулӗпе" балетпа уҫӑлчӗ. Фестивале ҫавӑн пекех ытти концерт учрежденийӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Чи кӑсӑкли наци культурипе Шупашкарта кӑна мар, Тӑвайра пурӑнакансем те паллашма пултараҫҫӗ. 

Фестиваль программи яланхи пекех кӑсӑклӑ та анлӑ. Кӑҫал унӑн шучӗпе курав та йӗркеленӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗн Праски Виттин ӗҫӗсем сценӑпа ӳнер ӑсталӑхне тӗлӗнмелле ҫыхӑнтараҫҫӗ. Экспозицире ӳнерҫӗн юлашки ҫулсенче калӑпланӑ картинисем. Вӗсем урлӑ автор чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине, юрри-ташшине, мифологине сӑнлать. Кашни ӳкерчӗк - хӑй пӗр тӗнче. Курава уҫма Праски Виттин пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем, юлташӗсемпе ӗҫтешӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Оперӑпа балет театрӗнчи курав фестиваль вӗҫленичченех ӗҫлӗ. Пӗрремӗш кунхине вара сцена ҫинче "Хуркайӑк ҫулӗпе" балет кӑтартрӗҫ. 

Чӑваш юрри-кӗввин фестивальне Оперӑпа балет театрӗсӗр пуҫне ытти культура учрежденийӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Паян Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Тӑвайри культура ҫуртӗнче "Юрӑ - халӑх чунӗ" программӑпа паллаштарӗ. Чӑваш патшалӑх филармонинче "Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ" концерт кӑтартаҫҫӗ. Эрнекун - нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче - Оперӑпа балет театрӗнче Григорий Хирпӳн "Нарспи" оперине хаклама пулӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче - "Аттила" балет. Тата тепӗр ташӑ каҫӗ ҫак уйӑхӑн 26-мӗшӗнче пулать. Ун чухне "Нарспи историйӗ" балет кӑтартаҫҫӗ. Наци юрри-кӗввин фестивальне Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те хутшӑнать. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче филармони залӗнче "Чӑваш Енӗн вокал картти" программӑпа паллаштараҫҫӗ. Фестиваль нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче гала-концертпа вӗҫленет. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов