Чӑваш наци библиотеки - паянхи пурнӑҫпа тан утакан, ҫӗршыври чи пысӑк вулавӑшсемпе тата архивсемпе ҫыхӑну тытакан центр шутланать. Ҫавра ҫулне вӑл, паллах, парӑннӑ вулаканӗсемпе пӗрле паллӑ турӗ. Чи аслӑ ӳсӗмри - 91 ҫулти Алла Поздеева. Унӑн халӗ те пӗрремӗш вулав билечӗ упранать. Ҫулӗсене кура куҫӗ япӑхланнӑ пулин те, ҫав-ҫавах алла кӗнеке тытнине пӗлтерчӗ вӑл. Тихон Сергеев вара библиотекӑпа пӗрремӗш хут студент ҫулӗсенче - 1955-мӗш ҫулта паллашнӑ. Земфира Яковлева педагогӑн тата фольклористӑн та вулав стажӗ пысӑк. Вӑл кунта 1958-мӗш ҫулта ҫӳреме пуҫланӑ. Кӑшт каярах библиотека ҫумӗнче ансамбль йӗркеленӗ.
Земфира Яковлева кунта малтан вулакан пек ҫӳренӗ пулсан, халӗ унӑн хӑйӗн кӗнекисем, юрӑ пуххисем сахал мар упранаҫҫӗ. Вӗсем йӑлтах - ҫитӗнекен ӑрӑва чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашма пулӑшакан изданисем.
Уява пухӑннисене Чӑваш наци библиотекин аталану ҫул-йӗрӗпе паллаштарчӗҫ. Вулавӑша уҫас ӗҫе 1871-мӗш ҫулта 7 ҫын пуҫӑннӑ. Вӗсем кӗпернатӑр патне библиотека уҫма ирӗк ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗрремӗш канашлу йӗркеленӗ.
Вулавӑша пуҫарса яракансенчен пӗри тата пӗрремӗш библиотекарь Константин Михайлов пулнӑ. Чи малтанах кӗнеке управӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ. Хальхи вырӑнта тӗплениччен вулавӑш темиҫе хут та тӗрлӗ ҫӗре куҫнӑ. Паян вӑл кӗнеке управӑшӗ ҫеҫ мар, унти изданисемпе электронлӑ майпа паллашма май паракан центр. Кун пирки республикӑн Культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова палӑртрӗ. Юбилей ячӗпе наци библиотеки "Юрататӑп! Вулатӑп! Парнелетӗп!" ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пуҫарнӑ. Кашни кӑмӑл тӑвакан 2020-мӗш ҫултан кая мар кун ҫути курнӑ ҫӗнӗ кӗнекесем килсе пама пултарать.
Оксана Верликова, Наталья Егорова, Юрий Марков