Регионсен тата наци театрӗсен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетме

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче Ӗпхӳри артистсем "Пысӑк гастрольсен" программипе килӗшӳллӗн 3 спектакль лартрӗҫ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ "Всем, кого касается" постановкӑна ҫитсе курчӗ.

Раҫҫей Культура министерствин гастрольпе концерт планӗ тӑрӑх РОСКОНЦЕРТ йӗркеленипе юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен 4-мӗшӗччен пирӗн патра Ӗпхӳри Ҫамрӑксен театрӗ хӑнара пулчӗ. Тӗрӗссипе Чӑваш тата Пушкӑрт театрӗсем тахҫантанпах туслӑ ҫыхӑнура, пӗр-пӗрин патне спектакльсемпе ҫитесси те йӑлана кӗнӗ. "Пысӑк гастрольсемпе" вара Шупашкара пӗрремӗш хут килнӗ ӗпхӳсем.

"Всем, кого касается" спектакль шкул пурнӑҫӗ ҫинчен. Ҫак постановка Йошкар-Олара, Шупашкарта иртнӗ Ҫамрӑксен театрӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗсенче 9 награда ҫӗнсе илнӗ. Зал тулли пухӑннӑ куракансем те сцена ҫинче мӗн пулса иртнине лайӑх йышӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт артисчӗсем пирӗн патра "Богатырь Степан Ромашкин" спектакль лартнӑ. Ку вӑл ҫемьепе курмалли постановка. Ентешӗ Сергей Аксаков хайлӑвӗ тӑрӑх ҫырнӑ "Аленький цветочек" ӗҫпе гастрольне вӗҫленӗ актерсем.

Ҫак уйӑхрах пирӗн артистсем Пушкӑрта тухса каяҫҫӗ. Унти ачасем валли Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ "Суперзаяц и браконьеры", "Мцыри", "Кошкин дом" спектакльсем илсе каяҫҫӗ. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен 18-мӗшӗччен иртӗҫ. "Пысӑк гастрольсем" программа аякри пӗчӗк ял-хулара пурӑнакансене те сумлӑ коллективсен концерт-спектаклӗсене ҫитсе курма май парать. 2024-мӗш ҫулта, сӑмахран, Раҫҫейри 88 регионта 288 театрпа 75 коллективӑн гастролӗ иртнӗ.

Алиса Александрова, Игорь Ульянов