Курав ӗҫӗ-хӗлӗ виҫӗ ҫул каялла пуҫланнӑ. Ҫак вӑхӑтра унпа Смоленск, Брянск, Курск, Владимир тата Луганск хулисенче пурӑнакансем паллашма ӗлкӗрнӗ. Экспозицире Раҫҫейӗн пуян ҫут ҫанталӑкне, архитектурӑпа историне, ял пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗксем. Пурӗ 120 ытла ӗҫ. Проект авторӗ - Раҫҫейри таможня тытӑмӗн тӗп патшалӑх инспекторӗ Павел Петров. Вӑл тӑрӑшнипех курава Чӑваш Енре йӗркелеме пултарнӑ.
Картинӑсен авторӗсем - ҫӗршыври паллӑ 35 ӳнерҫӗ. Вӗсен йышӑнче пирӗн республикӑри сӑрӑ ӑстисем те пур. Вӑл шутра Чӑваш халӑх художникӗ Геннадий Козлов та. Куравра унӑн "Илемлӗ вырсарникун" ӳкерчӗкӗпе паллашма пулать. Унта ӳнерҫӗ хӑйӗн тӑван тӑрӑхне сӑнланӑ.
Йӗркелӳҫӗсем, пуҫтарӑннӑ хӑнасем куравӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Ку проектӑн тӗп тӗллевӗ - регионсем хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне анлӑлатасси, илемлӗх тӗнчипе ытларах ҫынна паллаштарасси. Ҫӗршыври художниксен ӗҫӗсемпе ҫывӑхрах паллашас текенсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ака уйӑхӗн 26-мӗшчен кӗтеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Денис Афанасьев








