Пурӑннӑ пулсан Любовь Мартьянова 75 ҫул тултаратчӗ

Кун-ҫулне курнӑҫланмасӑр, сӑпайлӑн пурӑнса ирттернӗ пултаруллӑ сӑвӑҫ чӑваш литературине илемлӗ хайлавсемпе пуянлатнӑ. Унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Наци библиотекинче ҫыравҫӑн ҫавра ҫулне халалласа асӑну каҫӗ иртрӗ.

"Эп чӗртнӗ вучах" - ҫапла ят панӑ наци библиотекин ӗҫченӗсем Любовь Мартьяновӑна асӑнса ирттерекен каҫа. Ку вӑл ҫыравҫӑн пирвайхи сӑвӑ пуххин ячӗ. 1982-мӗш ҫултан пуҫласа унӑн тата "Сенкер ачалӑх", "Шурӑ юр юрри", "Йышӑнман сӑмахсем" ятлӑ кӗнекисем тухнӑ, малашне те тухӗҫ-ха. Мартьянован лирики - этемӗн чун-чӗринче, чи шалта пулса иртекен улшӑнусене тӗрӗс сӑмах тупса ӳкерсе кӑтартни. Кӗвӗллӗ йӗркесем тытӑмӗпе ытларах чухне ирӗклӗ сӑвва ҫывӑх - чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче палӑрнисемшӗн ку хӑюллӑ, чӑрсӑр утӑм шутланнӑ. Виталий Родионов унпа пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ, вӑл та верлибр енне туртӑнса ӑмӑртмалла сӑвӑ ҫырнӑ.

"Чечек акрӑм та" юрра илтмен чӑваш ҫуках - ӑна Любовь Мартьянова сӑввипе Николай Праулов кӗвӗленине пӗлекен сахал-тӑр. Халӑх кӑмӑлне каймалла ҫыракан автора ытти композиторсем те асӑрханӑ. Атнер Хусанкай тӗпчевҫӗ ун ҫинчен "Пурнӑҫпа поэзи Мартьянова пултарулӑхӗнче уйрӑлми, уншӑн чи пӗлтерӗшли - чат хӑйӗн ҫулне тупасси" тесе ҫырнӑччӗ. Тантӑшӗсем те ҫакна ҫамрӑк чухнех туйса илнӗ.
Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ, СССР писательсен союзӗн пайташӗ чылай ҫул "Тӑван Атӑл" журнал редакцийӗн поэзи пайне ертсе пынӑ. Нумай сӑвӑҫа литература тӗнчине ярса пусма пулӑшнӑ ӑста редактор. "Ҫавраҫил варринче манӑн кун" текен поэтӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Вӑл Галина хӗрне пӗччен ҫитӗнтерчӗ. Темле пулсан та суйласа илнӗ ҫулран пӑрӑнман: унӑн тӗрӗслӗхе савакан юратуллӑ чӗринчен сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ шӑранса тухнӑ.

Надежда Кириллова артист Мартьянован сӑввисене кӗнеки-кӗнекипе пӑхмасӑр пӗлет темелле. Юратса чун ҫывӑхне илнӗ ҫыравҫӑн хайлавӗсенчен композици йӗркелесе тулли залпа поэзи каҫӗсем те ирттернӗ вӑл.

Любовь Мартьянова хайлавӗсене хальхи шкул ачисем те, университет студенчӗсем те юратса вулаҫҫӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ. 2016-мӗш ҫулта сумлӑ комисси суйласа илсе тепӗр тӑватӑ авторпа пӗрле унӑн сӑввисене Мускавра тухнӑ "Раҫҫей халӑхӗсен поэзи антологине" кӗртнӗ. Паллах, Мартьянован сӑвви-калавӗ чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫинче юлӗ.

Марина Карягина, Игорь Ульянов