Пукане театрӗн истори страницисем

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 80 ҫул тултарнине халалласа харӑсах 2 кӗнеке тухнӑ. Вӗсене ҫак кунсенче Наци библиотекинче пахаларӗҫ. 

"Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн репертуарӗ" кӗнекене хатӗрлеме Геннадий Кирилловӑн истори докуменчӗсемпе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Ку е вӑл спектакле хӑш ҫул сцена ҫине кӑларнӑ? Кам унӑн авторӗ, куҫаруҫи, режиссерӗ, художникӗ, композиторӗ тата ытти те? Ҫак ыйтусене йӑлтах уҫӑмлатнӑ автор. 

Кӗнекене пахалама артистсем, культура ӗҫченӗсем тата сцена ӳнерӗпе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Пукане театрӗнче тӑрӑшнисем историе, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсене ырӑпа аса илчӗҫ. 

Иккӗмӗш кӗнеки те пулни-иртнипе ҫыхӑннӑ - "1945-1970-мӗш ҫулсенчи Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн истори страницисем". Ӑна 1970-мӗш ҫулта ГИТИС студенчӗ пулнӑ Эльвира Чернован диплом ӗҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ. Вӑл асӑннӑ театрпа ҫыхӑннӑ статьясемпе ҫырусем, сӑн ӳкерчӗксем, режиссерсемпе актерсем, художниксемпе музыкантсем пирки информаци пуҫтарнӑ. Ҫав ӗҫе редакцилекенӗ те Геннадий Кириллов. Пухса хатӗрлекенӗ вара - Ольга Петрова артист. Пуҫтарӑннисем кӗнекесене хатӗрлекенсен ӗҫне пысӑка хурса хакларӗҫ. Вӑл ӗмӗрлӗх пулнине каларӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов