Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Федоров ячӗпе унӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ 

Александр Федоров Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Энтриелте ҫуралса ӳснӗ. Ҫитӗнсен Шупашкарти ӳнер училищинче, унтан Питӗрти Репин ячӗллӗ живопиҫпе скульптура тата архитектура институтне пӗтернӗ. Балтика флочӗн ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 

Салтак пӗлтӗр ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ. Пултаруллӑ сӑрӑ ӑсти тӗрлӗ куравра палӑрнӑ, чиркӳсене ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе хутшӑннӑ, студентсене ӳнер ӗҫне вӗрентнӗ. Профессире чылай ҫитӗнӳ тунӑ май ӑна Раҫҫейри художниксен пӗрлешӗвӗн пайташне илнӗ, ӳнер академийӗн медалӗпе чысланӑ.

2023-мӗш ҫулта вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан тӑван шӑллӗсем патне Донбаса кайса килнӗ. Унтан ывӑлӗсемшӗн тӗслӗх пулса хӑй ирӗкӗпе ҫара тухса кайнӑ. Ҫапла майпа пӗлтӗр ҫуркунне паттӑрсен вилӗмӗпе ӗмӗрлӗх куҫ хупнӑ. Халӗ Питӗрти чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе салтак ячӗпе унӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ. Вӑл Ленинград облаҫӗн туслӑх ҫуртӗнче нарӑсӑн 27-мӗшчен ӗҫлет.

Алексей Енейкин