Паян Шупашкарта наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ фестивалӗ вӗҫленет

Мускавран килнӗ сумлӑ жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Ӑмӑртӑва кӑнтӑрла пӗтӗмлетӗҫ, унта чи пултаруллисене чыслӗҫ. Каҫхине вара Ойунский ячӗллӗ Саха академи театрӗ Шекспирӑн "Король Лир" трагедине кӑтартать.

Шӑматкун Пермь тӑрӑхӗнчен килнӗ Максим Горький ячӗллӗ драма театрӗ чӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа паракан юмах кӑтартрӗ. Автономиллӗ Коми-Пермяк округӗн ҫурҫӗр енче Кукушка ятлӑ ял пур иккен, унта 40 ҫул ытла "Куккук" ятлӑ ансамбль ӗҫлет. Спектакль пире халӑх юрри-кӗввин илемӗпе килентернисӗр пуҫне ансамбле ҫӳрекен кинемисен кун-ҫулӗ ҫинчен кӑсӑклӑ каласа пачӗ. Чӑн пурнӑҫри асаннесенех сӑнарласа парса театр ҫухалса пыракан паха культура еткерне документ евӗр упраса хӑварма пулӑшать. "Чӗкеҫ" фестивалӗн тӗп теми - "Хӗрарӑм сӑнарӗ ӳнерте", кашни театрӑн спектаклӗнчех хӗрарӑм ҫемье, йӑх, халӑх управҫи пек куҫ умне мӑнаҫланса тухать.

"Глухой Вилюй" спектакль Саха халӑхӗн икӗ авалхи йӑхӗнчен тухнӑ хӗрпе каччӑ ҫинчен каласа парать. Ӗҫсем Раҫҫейпе пӗрлешичченхи Якутире пулса иртеҫҫӗ. Тӗрлӗ йӑх ытларах ҫӗр лаптӑкӗ ҫӗнсе илессишӗн юн тӑкать. Ҫамрӑк салтак ашшӗшӗн тавӑрма ҫӗкленет, анчах ӑнсӑрт тӗлпулу унӑн ӑраскалне те, йӑхӗн шӑпине те улӑштарать. Тепӗр йӑхри харсӑр чӗреллӗ тӑлӑх хӗр тӑшман аллинчен пӗчченех ҫӑлӑнма вӑй ҫитерет, хӑйӗн йӑхне малалла тӑсма пултарать. Якутсен ӑмӑртӑва кӗмен тепӗр спектакльне каҫхине кайса курма май пур, вӑл 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.

Марина Карягина, Виктор Степанов