Пурхил Ахван хушма ят илнӗскер Тутар Республикинчи Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанти патшалӑх педагогика университетӗнче, Коммунистсен партийӗн Мускаври аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Пултарулӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ 1959-мӗш ҫулта Хусанта тухса тӑракан "Хӗрлӗ Ялав" хаҫатра пуҫланнӑ. Шкулта та вӗрентнӗ, тӗрлӗ хаҫат-журналта ӗҫленӗ. Пӗр хушӑ Порфирий Афанасьев Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш АССРӗн писательсен Союзӗн правлени председателӗ пулнӑ. 4 ҫул Чӑваш радиора тӗп редакторта ӗҫленӗ. Порфирий Васильевич Шекспир, Шолохов, Достоевский, Распутин ытти тӗрлӗ халӑх ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн сӑвӑлла ҫырнӑ трагедийӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ "Сан ятупа" спектакль лартнӑ. Порфирий Афанасьевӑн халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ кӑларӑмӗсем - "Хуркайӑк ҫулӗ", "Хӗвел хапхи", "Ҫарӑмсан кӗввисем", "Каҫхи кӑвайт".
Алиса Александрова