Паттӑрсен историйӗ ӳкерчӗксенче

Етӗрнере Совет Союзӗн Геройне халалланӑ 2-мӗш мурал хатӗр. Хальхинче калӑпашлӑ ӳкерчӗкре Евсигний Пайгусов паттӑра сӑнланӑ. Портрета уҫма унӑн ентешӗсем тата ывӑлӗпе мӑнукӗ хутшӑнчӗҫ.

Совет Союзӗн Геройӗн Евсигний Пайгусовӑн сӑнӗ халӗ "Октябре 50 ҫул" урамри пӗр ҫуртӑн стенине илемлетет. Мурала савӑнҫӑлӑ лару-тӑрура уҫрӑҫ. Паттӑрӑн ывӑлӗпе мӑнукӗ те уява хутшӑнчӗҫ. Тӑванне Етӗрне тӑрӑхӗнче сума сунишӗн питӗ хӗпӗртерӗҫ вӗсем. Сӑмах май, Евсигний Пайгусов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стрелоксен 79-мӗш гварди дивизийӗн штабӗн оперативлӑ уйрӑмӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ пулнӑ. "Совет Союзӗн Геройӗ" ята ӑна Польшӑри Висла юханшыва ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче каҫнӑшӑн панӑ. Чылай салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварма пултарнӑ. Халӗ ку паттӑрлӑх пирки кашни иртен-ҫӳрен пӗлме пултарать - мурал ҫине ятарлӑ кьюар-код вырнаҫтарнӑ. 

Евсигний Пайгусовӑн сӑнарне "Родные имена малой родины" проектпа килӗшӳллӗн стена ҫине куҫарнӑ. Проект авторӗ Анжелика Иванова Чӑваш Енри паттӑрсем пирки калӑпӑшлӑ сӑнӳкерчӗксем урлӑ каласа парас тенӗ. Ку шухӑш Президент фончӗн культура пуҫарӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерсе грант тивӗҫнӗ. Мӗн палӑртнине пурнӑҫа кӑртме Дмитрий Егоровпа Ксения Кокель художниксене шаннӑ. 

Халӗ Етӗрне тӑрӗхӗнче икӗ мурал. Пӗрремӗшне - Федот Орлов летчика халалланӑскере Республика кунӗнче уҫнӑ. Ӳнерҫӗсен сӑмахӗпе, сӑн ӳкерчӗксем етӗрнесене 10 ҫултан сахал мар савӑнтарӗҫ. Ентешсен сӑнӗсене стенасем ҫине куҫарма ҫирӗп тӑракан сӑрӑсемпе ҫеҫ усӑ курнӑ. Ҫавӑнпа та мурал хакӗ те 1 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Анжелика Иванова сӑмахӗпе, ӗҫ хаклӑ пулнипе хальхинче виҫӗ паттӑр сӑнне кӑна пурнӑҫлама пултарнӑ. Халӗ хастарсем Александр Боголюбов генерал-полковникӑн портретне Шупашкар Ҫуралнӑ кунӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн. Ӗҫ ӑнсан, ырӑ пуҫарӑва ытти муниципалитетсенче те сарасшӑн.

Вероника Павлова, Анжелика Иванова, Виктор Чугаров