Паттӑрсен ҫутӑ сӑнарӗсем ялан асра

"Герой ҫӑлтӑрӗ пир ҫинче". Ҫак ятпа Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче маларах Совет Союзӗн геройӗсем ҫинчен курав йӗркеленӗ. Унта вӑрҫӑ паттӑрӗсен, ҫавӑн пекех ҫак сумлӑ ята тивӗҫне ытти ентешсене халалланӑ ӗҫсемпе паллашма май пулнӑ. Халӗ тата вӗсем пирки кӗнеке кӑларни - хӑйнеевӗрлӗ экспозицие пӗтӗмлетни. Унӑн авторӗ - Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, музейӑн наука ӗҫченӗ Алексей Николаев. 

Кӗнеке Совет Союзӗн геройӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗле пирки, ҫавӑн пекех вӗсене сӑнлакан произведенисене епле тата кам ӑсталани пирки каласа кӑтартать. Кӑларӑм 1000 тиражпа тухнӑ. "Герой ҫӑлтӑрӗ пир ҫинче" кӗнеке пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ҫулсем иртсен те унӑн пӗлтерӗшӗ ҫухалмӗ, терӗҫ пухӑннисем. 

Диана Иванова, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров