Художниксем палӑртнӑ тӑрӑх, Алексей Кокель ҫуралса ӳснӗ тавралӑх ҫут ҫанталӑк илемӗпе, вырӑнти халӑх ӑшӑлӑхӗпе тӗлӗнтерет. Ҫавӑнпа пултарулӑх ҫулҫӳревӗсемшӗн те ҫак ҫӗре ӑнӑҫлӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ентешне асра тытса сума сӑвакансене яланах хавас кунта.
Кӑҫалхи пленэра патшалӑхсен туслӑхне халалланӑ. Ӳнерҫӗн тӑван ялне Раҫҫей, Беларуҫ республикин тӗрлӗ кетесӗнчен сӑрӑ ӑстисем килсе ҫитнӗ. Малтанах маҫтӑрсем Алексей Кокеле халалланӑ музей туприпе паллашрӗҫ. Сӑмах май, пирӗн ентеш - Петербургра чи малтан академи пӗлӗвӗ илнӗ художниксенчен пӗри. Патӑрьел тавралӑхӗн илемне пир ҫине куҫарма хальхинче утар таврашне, ятарласа йывӑҫ-курӑк ӳстерекен вырӑна суйланӑ. Улӑх-ҫаран техӗмӗ, ҫут ҫанталӑк кӗввисем, вӗҫӗ-хӗрри курӑнми ӳсен-тӑран тӗнчи художниксене тӗлӗнмелле хавхалану кӳрет. Витебскри, Саранскри, Самарти, Шупашкарти, ытти хулари сӑрӑ ӑстисем ҫу кунӗсем ҫитсен ҫулленех Турхана каяс вӑхӑта кӗтнине калаҫҫӗ. Чӑваш Енри пленэр вӗсемшӗн - ҫут ҫанталӑкра картин ӳкерни кӑна мар, чӑн-чӑн пултарулӑх марафонӗ тата халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетекен кӗпер. Ҫитӗнекен ӑру та пӗчӗклех ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ ӳнерҫӗсемпе паллашать. Кӑҫал та Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑсталӑхне туптакансем тӗл пулӑва ҫитнӗ. Вӗсем Акатуй-Сабантуйри самантсене ӳкерчӗҫ. Аякран ҫитнӗ хӑнасем вара чӑвашсемпе тутарсен пӗрлехи уявне хутшӑнчӗҫ. Пирӗн халӑхшӑн ҫын килни ялан савӑнӑҫ, ҫавӑнпа пленэрта та хаваслӑхпа юрӑ-кӗвӗ вӗҫӗмсӗр янӑрать.
Алиса Александрова, Николай Сахаров








