Патӑрьелтен инҫех мар вырнаҫнӑ Татмӑшра пурӑнакансемшӗн чылайранпах чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ пысӑк уяв ҫитрӗ. Ял варринче вӗр-ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Ку вӑл - Чӑваш Енре кӑҫал ҫӗкленӗ 1-мӗш клуб пулчӗ. Ӑна палӑртнинчен пӗр уйӑх маларах туса пӗтернӗ. Клубра артистсене валли хӑтлӑ пӳлӗмсем, куракансене вырнаҫама 49 вырӑнлӑ зал хатӗрленӗ. Стенасем ҫинчи стендсем вара килен-каяна ялӑн культура пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Ҫуртрах санитари пӳлӗмӗсем те пур. Малтанхи клуба вара паянхипе танлаштарма та ҫук теҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче колхоз вӑйӗпе тунӑскер майсӑр юхӑннӑ пулнӑ. 4 ҫул каялла тӑрри ишӗлсе ансан ӑна авариллӗ тесе хупсах хунӑ пулнӑ.
Клубпа пӗр тӑрӑ айӗнчех ял вулавӑшӗ те вырӑн тупнӑ. Ӑна хӑтлӑ сӗтел-пуканпа тата ҫӗнӗ кӗнекесемпе тивӗҫтернӗ. Ватти-вӗтти куншӑн чунтан хӗпӗртет.
Ялти артистсемпе "Ҫавал" ансамбль хастарӗсем те кивӗ клуба хупнӑ хыҫҫӑн уявсене хатӗрленме шкул ҫуртӗнче пухӑннине калаҫҫӗ. Халӗ вӗсен калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ.
Муниципалитет ертӳҫин сӑмахӗпе, кӑҫал кӑна ку тӑрӑхра икӗ культура ҫуртне тӗпрен юсанӑ. Халӗ Федераци программипе килӗшӳллӗн Патӑрьелти тӗп клуба ҫӗнетеҫҫӗ. Ырӑ улшӑнусемпе савӑннӑ хушӑра ялсенче ача шучӗ чакса пынине те палӑртмалла. Тӑпӑл-тӑпӑл кӑна культура ҫурчӗ Татмӑша ҫӗн пурнӑҫ парса яла ӗлӗкхи хӑватпа чӗртсе ярасса шанаҫҫӗ ватӑсем.
Республикӑра ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫакӑн евӗр тепӗр 5 кермен уҫмалла. Вӗсем те ялсене ҫӗнӗ варкӑш парса халӑх пурнӑҫне культура енчен пуянлатса пыма пулӑшӗҫ.
Алексей Енейкин