Паллӑ журналист, драматург, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Арсений Тарасов 70 ҫул тултарчӗ

Ҫак ятпа унӑн пултарулӑхне килӗштерекенсем Наци библиотекине юбилярпа пӗрле хальхи драматургипе театр ӳнерӗ ҫинчен калаҫма пуҫтарӑнчӗҫ.

Патӑрьел районӗнчи Пӑлакасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Арсений Тарасов пултарулӑх ҫулне радиопа телевиденирен пуҫланӑ. "Хӑйӗн репортажӗсемпе, тӗрленчӗксен ярӑмӗпе, телефильмӗсемпе палӑрнӑ журналист ҫав тапхӑртах калавсем, унтан пьесӑсем ҫырма пуҫлани телевидени хӑй те искусство пулнипе ҫыхӑннӑ", тет телерадиокомпанин ун чухнехи пуҫлӑхӗ.

Арсений Тарасов театрпа 20 ҫул ытла ӗҫлӗ ҫыхӑну тытать. Ҫак хушӑра унӑн темиҫе пьесине сцена ҫине кӑларнӑ. Автор "Инҫет телей ҫути" драмӑшӑн республикӑри "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсра "Ҫулталӑкри чи лайӑх драматург"  номинацире ҫӗнтернӗччӗ. Арсений Алексеевич хӑй ҫырнӑ юрӑпах хӑйне саламлама килнӗ Валерий Карпов унӑн пьесипе "Юратӑва ҫул парӑр" спектакль лартнӑ - вӑл та чылай ҫул репертуартан каймарӗ. Евгений Урдюков вара Тарасовӑн икӗ драминчи сӑнара асра юлмалла калӑпланӑ: "Мунча кунӗ" спектакле те, 4 ҫул каялла пьесӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ "Хӗрлӗ кӗпеллӗ телее" те Валерий Яковлев лартнӑ.

Тарасовӑн прозӑлла ҫырнӑ хайлавӗсем те тӗпчевҫӗсемшӗн те, вулакансемшӗн те кӗтнӗ пулӑм пулчӗҫ. "Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ" ун чухнехи ҫамрӑк авторсен "Утӑм" сӑвӑ-калав пуххинче кун ҫути курни 90-мӗш ҫулсенче палӑрмасӑр юлма пултарайман.

Ҫыравҫӑн хайлавӗсене аслӑ шкулта вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тарӑннӑн тӗпчеҫҫӗ. Николай Осипов критик ӑна кашкӑрпа танлаштарать.

Арсений Тарасов анлӑн шухӑшлать, хӑй умне те, тӑван литература умне те пысӑк ыйтусем лартать, хамӑрӑн сӑмахлӑх ӳнерне тӗнче талккӑшӗнче пӑхма сӗнет.

Марина Карягина, Вадим Владимиров