Нумай филолога вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ

Ефросиния Сидорова фольклор тӗпчевҫи, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ нумай филолога вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Чӑваш Республикин вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа вӑл ӗҫленӗ аслӑ шкулта фотокурав уҫӑлчӗ.

Ефросиния Сидорова пиртен 88 тултарсан уйрӑлса кайрӗ. Юлашки тапхӑрта Мускавра пурӑнатчӗ вӑл. Хӗрӗ, экономика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, Мускаври пӗр аслӑ шкулта чӗрӗк ӗмӗр кафедра ертӳҫинче ӗҫленӗ Галина Петровна Ермошина, "анне патне куллен кӗрсе тухаттӑм, вӑл пӗрмай хӑйӗн тӗпчевӗсемпе ларатчӗ, унӑн кашни докуменчӗ хӑй вырӑнӗнче тирпейлӗн упранатчӗ", тет. Сидоровсен ҫемйинче вӗренӳ, ӑслӑлӑх пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ, ашшӗпе амӑшӗ виҫӗ ачине те пысӑк пӗлӳ панӑ, хӑйсем те яланах ӑмӑртмалла вӗреннӗ. Ефросиния Сергеевнан мӑшӑрӗ, Пётр Сидоров географи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, экономика наукисен докторӗ, пӗр тапхӑр Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленине куракансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Пирӗн телевиденин архивӗнче тӗпчевҫӗ ҫемьери ӑнланулӑх ҫинчен каланӑ кадрсем упранаҫҫӗ.

Иртнӗлӗхри самантсене асилтерекен сӑн ӳкерчӗксен куравне уҫма университет музейӗн ертӳҫи 5 ҫул каяллах ӗмӗтленнӗ, ун чухне кирлӗ чухлӗ материал пухса ҫитереймен-мӗн.

Сидоровсем пӗрлешнӗ хыҫҫӑн малтан ҫемье пуҫӗн ялӗнче, Патӑрьел районӗнчи Еншик шкулӗнче, унтан Шупашкарта, Читара, Минскра ӗҫленӗ. Шупашкарта университет уҫӑлсанах Пётр Александровича унта йыхравланӑ. Кил-йыш тӑван ҫӗре таврӑнсан Ефросиния Сергеевна наукӑпа тӗпчев институтӗнче, каярах университетра чӑваш литературин кафедрин аслӑ преподавателӗнче вӑй хунӑ. Халӗ тӑван сӑмахлӑха тӗпчекенсем, гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗн ӗҫченӗсем - унӑн вӗренекенӗсем.

Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан мӗнпур тӑрӑха ҫитсе пуҫтарнӑ халӑх сӑмахлӑхӗ томӗ-томӗпе кӗнекеленсе тухнӑ. Литературӑпа фольклор ыйтӑвӗсене ҫӗклекен 100 ытла наука ӗҫӗ ҫырнӑ Ефросиния Сидорова. Ҫак енӗпе пӗрремӗш ӑслӑлӑх кандидачӗн диссертацине хӳтӗлекенӗ те вӑл тата Иван Одюков пулнӑ.

"Эпӗ наука докторӗ, аннӗр кандидат пулсассӑн та, вӑл манран ирттерчӗ: вӑл Чӑваш Республикин Патшалӑлӑх премине тивӗҫме пултарчӗ" тетчӗ атте", - аса илет хӗрӗ. Пирӗншӗн тесен, иккӗшӗн тӳпи те ӗмӗр халӑх асӗнче пурӑнмалӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров