Наци библиотекинче "Паттӑрсен ҫулӗпе" проект хаклавӗ иртрӗ

Ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗпе пурнӑҫланӑ. Тӗллевӗ - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чылайӑшӗ пӗлмен пулӑмӗсене уҫӑмлатасси. Фронтра кӗнеке илсе килсе паракан должноҫӗ те пулнӑ иккен. Куравпа паллашакансене шӑпах унӑн ҫул-йӗрӗпе экспедицие яраҫҫӗ.

Чи малтанах курав тӑрӑх ҫулҫӳреве тухакансене плащ-палаткӑсемпе кутамккасем параҫҫӗ. Унта кӑмӑл-туйӑма ҫӗклекен кӗнекесем пухса пымалла. Вӑрҫӑра кӗнеке валеҫекенсен хӑйсен тивӗҫӗсем пулнӑ. Вӑл шутра салтаксене вӑхӑтра та кирлӗ хаҫат-журнал е ытти пичет кӑларӑмӗ ҫитерсе парасси.

Сӑмах вӑйӗ - асамлӑ та хӑватлӑ, теҫҫӗ. Вӑрҫӑра литература ҫынсене шанӑҫа ҫухатасран пулӑшнӑ тата салтаксен кӑмӑлне ҫӗклеме. Япала кутамккисемпе чи аякри вырӑнсене ҫитнисем пирки ун чухнехи хаҫатсенче культура фрончӗн кӗрешӳҫисем тесе ҫырнӑ. Вӗсем те ытти салтаксем пекех пуля, снаряд тӗлне пулса вилнӗ.

Экспедицие хутшӑнакансем тылри ӗҫ пирки те, вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен те итлесе пӗлеҫҫӗ. Кураврах ҫав тапхӑрти кӑсӑклӑ документсем, хаҫатсем, сӑн ӳкерчӗксем. Сӑмах май, ун чухне Горький ячӗллӗ пулнӑ Наци библиотекинче пурӗ те 10 ҫын кӑна ӗҫленӗ. Ыттисем фронта тухса кайнӑ. "Дорогами Героев" проект экпозицийӗ раштавӑн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Игорь Ульянов