Наци библиотекинче Лидия Филиппова ҫыравҫӑн "Ҫеҫпӗл йӗрӗпе" тата "Ух-х, шереметсем!" кӗнекисен хаклавӗ иртрӗ

Ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе паллашма писательсем, журналистсем, авторӑн ентешӗсем пухӑнчӗҫ.

"Ҫеҫпӗл йӗрӗпе" поэмӑна 5 чӗлхепе - чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла, марилле, украинла пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнеке авторӗ литературӑпа поэзи меслечӗпе кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑрӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн ҫул-йӗрӗпе утса тухать. Сӑвӑсене тӗрлӗ чӗлхепе вулама май пурри - культурӑсене пӗрлештерекен кӗпер. "Ух-х, шереметсем" кӑларӑмпа паллашма та кӑсӑклӑ пулӗ. Кӗске новеллӑсенче паллӑ культура ӗҫченӗсен кун-ҫулӗнчи самантсене сӑнланӑ. Пухӑннисемпе пӗрле Лидия Ивановна чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан ҫӗрсене ҫитнине, паллӑ писатель-поэтӑмӑрсем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ вырӑнсене пуҫ тайнине те аса илчӗ. 

Алиса Александрова