Маҫтӑрсен пултарулӑхне хаклама тӳресене ҫӑмӑл пулмӗ

Наци сӗмӗ пуканесемпе теттесенче, йывӑҫран касса кӑларнӑ савӑт-сапара тата тум-тирте. Республикӑра ал ӗҫ ӑстисен конкурсӗ пырать. Унта 137 маҫтӑр хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, 75-шӗ куҫӑмлӑ тапхӑра тухнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче курав евӗр йӗркеленӗ ӗҫсене тӳресем хакларӗҫ.

Ал-ӗҫ ӑстисен конкурсне 2016-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Тӗп тапхӑра тӗрлӗ хулапа округри 75 маҫтӑр хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем 900 ытла ӗҫ ярса панӑ. Пӗри тепринчен илемлӗрех. Наци ҫи-пуҫӗ, чӑваш тӗрри-эрешӗ, тӑмран тата йывӑҫран тунӑ чашӑк-кашӑк, хӑва хуллинчен, хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ япаласем - мӗн кӑна ҫук кунта. Маҫтӑрсен пултарулӑхне хаклама тӳресене ҫӑмӑл мар. 

Чи лайӑх ӗҫсене 18 номинацире хаклаҫҫӗ. "Чӑваш сувенирӗ" тата "Тетте-сувенир" номинацисенче уйрӑмах конкурс пысӑк. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк маҫтӑрсене уйрӑммӑн палӑртӗҫ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗнче пулакан "Чувашия туристическая" форум вӑхӑтӗнче чыслӗҫ. Чи пултаруллисене Мускавра иртекен халӑх ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри "Ладья" ярмӑрккине хутшӑнма сертификат парса хавхалантарӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ал-ӗҫ маҫтӑрӗсен конкурсӗ чӑваш йӑли-йӗркине упрама тата республикӑна туристсене ытларах илӗртме пулӑшать.

Диана Сафонова, Святослав Петров