Ламран-лама куҫса пыракан йӑла-йӗркепе

Республика кунӗ Шупашкарта 13-мӗш хут "Пӗтӗм чӑваш Акатуйӗ" иртрӗ. 

Несӗлсенчен килнӗ авалхи йӑлапа ҫурхи ӗҫсем вӗҫлесен чӑваш халӑхӗ Акатуйра савӑнать. Ҫак сӑваплӑ уява республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата таврари ытти тӑрӑхсенчен пин-пин ентеш килсе ҫитнӗ. Уява пухӑннисене малтанах Чӑваш патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов саламларӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗн уявӗ ентешсене тӑван халӑхӑн ламран-лама, сыпӑкран-сыпӑка куҫса пыракан йӑла-йӗрке пуянлӑхне типтерлӗн упрама хавхалантарать. Аслисен пӗлӗвне вара ҫамрӑксем ӑша хываҫҫӗ.

Аякран хапӑл тунӑ пултарулӑх ушкӑнӗсем Акатуя ҫулталӑк кӗтсе пурӑнаҫҫӗ тейӗн. Кашнийӗ пуян ҫи-пуҫпа, чуна уҫса кӑмӑла ҫӗклекен юрӑ-ташӑпа килсе ҫитнӗ.

Хӗрлӗ тӳремри Акатуй лапамӗ савӑнӑҫлӑ концертпа кӑмӑлсене ҫӗклерӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхран ҫитнӗ хастар ентешсене вара тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Халӑх пӗрлӗхӗпе мӑнаҫланса пурӑнма хӗвте паракан уявӑн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫул ӳссех пырать. Унӑн хӑвачӗ нихӑҫан та ан чактӑр.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров